Тăвай районĕ: культура учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕ

Йăнтăрчăри культура учрежденийĕ кашни кун хăйĕн ĕçне-хĕлне йĕркелет. Паян ташă кружокĕ ĕçлет. Занятисене икĕ ÿсĕмри ачасем килеççĕ: вăтам тата аслă. Кружок ĕçне Эльза Ивановна Николаева, культорганизатор йĕркелет. Вăтам ушкăнти ачасем чăваш ташши, аслисем вырăс халăх ташши вĕренеççĕ. Унсăр пуçне кружок ĕç-хĕлне тепĕр юхăм кĕртнĕ: чăваш тĕррисене тĕпчесси, вĕсене тĕрлеме вĕренесси, тĕрĕсене ташă тумĕсенче усă курасси.



18 января 2012
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter