Вăрнар районĕ: Пуканкасси ялĕнчи культура çуртĕнче, пысăк уява паллă турĕç

Çак кунсенче, Пуканкасси ялĕнчи культура çуртĕнче, пысăк уява паллă турĕç. Çак ялтах çуралса уснĕ, Клавдия Николаевна Григорьевăн, 75 çулхи юбилейне паллă турĕç. Пуканкассинчи «Чашма» халăх фольклор тата Авшак Эльмен салинчи култура çуртĕнчи ачасен ташă ушкăнĕ, илемлĕ концерт лартса пачĕç. Коцерт програми питĕ пуян; «Чашма» фольклор ушкăнне çÿрекенсем ĕлекхи, хальхи юрăсемпе тыткăнларĕç куракансене. Вĕсен юррисене Эльмен пикисен ташшисем тата та илемлетрĕç. Пĕр мăшăр, Ленăпа Володя Мураковсемă шăрантаракан юрăсене кăмалласа йышăнчĕç куракансем. Володя купăспа выляса юрланă «Кăйкăр» юрă нумайĕшне пурнăç çинчен шухăшă ячĕ. «Кукамай» юрăпа саламларĕ, концерта кутшăнакансенчен чи кĕçĕнни, Ильзита Алексеева юбиляра, савăнăç куççулĕ кăларчĕ. Чăваш эстрада юррисем те янрарĕç уяв каçĕнче, шăпчăк сассипе шăрантарчĕ вĕсене Валентина Николаеваĕ Лиана Григорьева, Светлана Короткова, Нина Иванова «Сарă хĕр» юрра юрланă вăхăтра залра пĕр сасă та илтĕнмерĕ. Хăйĕн юратнă савнине вăрçа ăсатса кĕтсе илеймен çамрăк хĕрă хурланса шурă çĕмĕрт çине пăхса йĕрет вăл. Юнлă вăрçă хирĕнчен таврăнайман ашшĕсене, пиччĕшĕсене, савнисене аса илтерчĕç юрăри сăмахсем. Аслăрах çулхи çынсен куçĕсенчен хурлăх куççулĕ кăларчĕ. Клуб заведующи Алексей Кондратьев купăспа ăста выляни юрă-ташăсене илемлетрĕ. Концерт программине пысăк ăсталăхпа ертсе пычĕ Пуканкассинчи культура çуртĕнчи илемлĕх ертÿçи, Ольга Кондратьева, Клавдия Николаевнăн пурнăçĕпе, шăпипе паллаштарчĕ. Çăмăл пулман ун шăпи. Малтан Ярмушкари, каярахпа Уйкас Юнтапари вăтам шкулсене лайăх паллăсампе вĕренсе тухнă хыççăн, малалла вĕренме май килмен, ĕç ветеранĕнĕ Вăрçă ачисен чи малтан ĕçе кÿленме, малашнехи вĕренÿ пирки манса кайма тивнĕ. Тăван ялтах тĕпленсе, çак ял каччипех çемье çавăрса, виçĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстерсе, тĕрĕс çул çине тăратнă. Шел пулин те, мăшăрĕ чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Пурнăçа тикĕс тытса пынă мăшăр, ял çине усал ят кăларман, ачисене те çавнах вĕрентсе ÿстернĕ. Хĕрĕх çул ытла «Гвардеец» колхозра тĕрлĕ ĕçсенче тимленĕ. Нумай çул хушши Пуканкасси ялĕнчи фермăра ĕне сăваканра ĕçленĕ. Ĕçри лайăх кăтартусемшĕн Хисеп хучĕсене, хаклă парнесене «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Уяв каçĕнче пуçтарăннисем пурте Клавдия Николаевнăна, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, пур сывлăха упраса, ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнма сунчĕç.



18 января 2012
14:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter