Вăрнар районĕ: пăр кермен пулĕ

2012 çулта Вăрнар поселокĕнче каток тума палăртнă. Тăррине витнĕ спорт керменĕнче тренажер залĕ, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕмсем тата ытти пулĕ. Строительство ĕçĕсем «Единая Россия» парти проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ.

Çĕнĕ çулта çавăн пекех çÿлерех асăннă парти Тăвай тата Хĕрлĕ Чутай ялĕсенчи физкультурăпа спорт комплексĕсене туса пĕтерме, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш спорт шкулĕнчи çăмăл атлетика манежне, Шупашкарти 9-мĕш шкулти бассейна юсаса çĕнетме палăртать.



18 января 2012
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter