Потребительсене хÿтĕлессине вăйлатасшăн

Кăрлачăн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Патшалăх Канашĕн Президиумĕн

ларăвне хутшăннă. РФ Президенчĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ канашлура потребительсен прависене

патшалăх енчен хÿтĕлессине вăйлатас ыйтусене тишкернĕ

Президиум членĕсем потребительсен прависен хÿтлĕхĕн федераци, регионсен тата муниципалитетсен шайĕсенчи тытăмне лайăхлатмалли пирки калаçнă. Çĕр-шыв ертÿçи асăннă енĕпе ĕçлекен патшалăх надзорĕ çинчен калакан положение хатĕрлессине хăвăртлатма хушнă, çавăн пекех потребительсен прависене пăхăннине общество енчен тĕрĕслесе тăмалли института аталантарма чĕнсе каланă: «Çак тĕрĕслеврен нумай килет, мĕншĕн тесен общество организацийĕсем уйрăм çынна пулăшма кăна мар, потребительсен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă ĕçсен суд практикине йĕркелеме те пултараççĕ».

Дмитрий Медведев ЖКХ сфери, çынсем пая кĕрсе пурăнмалли çурт-йĕр çĕклес ыйтусем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмаллине палăртнă, Правительствăна çак ыйтусене сăнаса тăнин тухăçлăхĕ çинчен доклад хатĕрлеме сĕннĕ. Унсăр пуçне финанс пулăшу ĕçĕсен потребителĕсене хÿтĕлемелли хушма мерăсем те кирлĕ, туризм операторĕсен яваплăхĕн чиккисене палăртмалла.

«Кирек мĕнле пулсан та потребителе тÿрĕ кăмăллăх çине алă сулакан производительсенчен, сутуçăсенчен туллин хÿтĕлемелле. Çакă - тĕп вырăнта. Хÿтлĕх тытăмĕ питĕ лайăх тееймĕн, анчах вăл юлашки 20 çул хушшинче йĕркеленнĕ, ăна тухăçлăрах, çĕнĕрех тума шанăç пур», - тенĕ Президент.

Ларăва çавăн пекех Роспотребнадзор ертÿçи Геннадий Онищенко та хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та ĕç ушкăнĕн членĕсене регион шайĕнче потребительсен прависене хÿтĕлессин надзорне вăйлатмалли сĕнÿсем панă. Республикăра потребитель рынокĕпе пулăшу ĕçĕсен сферине аталантармалли тĕллевлĕ программа ĕçлет, ăна 2020 çулчченхи тапхăр валли хатĕрленĕ. Документра потребительсен прависен тытăмне аталантармалли мероприятисене палăртнă. Регионти тытăмăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ - республикăри потребительсен общество пĕрлешĕвĕ. Чăваш Енре «Потребительсен прависене хÿтĕлесе» союз, Шупашкар хулинчи потребительсен общество учрежденийĕ, «Правовед» организаци ĕçлеççĕ. Потребительсен прависене хÿтĕлеме ĕç тăвакан влаç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сайчĕсенче «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, специалистсем 3 пине яхăн консультаци ирттернĕ.

 

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 января 2012
10:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter