Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсен Канашĕн анлă ларăвне хутшăннă

Нумаях пулмасть Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен ректорĕсен Канашĕн анлă ларăвне хутшăнчĕ. Унта аслă професси вĕрентĕвĕн уйрăмах çивĕч ыйтăвĕсене - ĕç рынокне тивĕçтерекен специалистсем хатĕрлес, çамрăксен пĕлÿ илес туртăмне тата социаллă активлăхне ÿстерес ыйтусене - сÿтсе яврĕç.

Паянхи куна Чăваш Енре тĕрлĕ тытăмлă 25 аслă шкул шутланать. Вĕсенче 59 пин ытла студент вĕренет. Диплом илсен вĕсем пурте хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçма пултараççĕ-и? Шел те, ку енĕпе лару-тăру çăмăл теме çук. Ĕç рынокĕнчи ыйтупа сĕнÿ хушшинче уйрăмлăх питĕ пысăк. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - вăл 10 процентран пысăкрах пулмалла мар, аслă шкулсен малашне çак тĕллеве пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшмалла. Апла тăк çĕнетÿпе улăштару ĕçне вăйлатмалла. Хальлĕхе вара республикăри йышлă аслă шкулсенче пĕрешкел специалистсене /50 процента яхăн гуманитарисем/ хатĕрлес туртăм сыхланса юлни курăнать. ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов çакăн пек кăткăс ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса памаллине аса илтерчĕ. «Эпир вĕренсе тухнисене ĕçе вырнаçтарассишĕн кăна мар, вĕсене паракан пĕлÿ пахалăхĕшĕн те яваплă, - терĕ вăл. - Хальхи саманара кашни аслă шкулăн вĕрентÿ тытăмĕнче хăйĕн вырăнне тупса çÿ­ллĕ шайри специалистсем хатĕрлемелле». Çавна май вăл шкулсенче профориентаци ыйтăвĕсемпе уйрăмах тимлĕ ĕçлемеллине те палăртрĕ, ку ыйтусемпе мĕн-мĕн тунине пĕлтерчĕ. Сăмах май, шкулсен никĕсĕ çинче инженери класĕсем уçаççĕ. Профтехучилищĕсенче аслă шкулсен студенчĕсене рабочи профессийĕсене вĕрентекен ушкăнсем йĕркелеççĕ. Ку вĕсене ĕçе хăнăхма витĕм кÿрет. Аслă шкулсене техника специальноçĕсене предприяти-организаци направленийĕпе вĕренме килекенсен йышĕ майĕпенех /хальлĕхе кашни çул 1-2 процент кăна пулсан та/ ÿсни курăнать.И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ, республикăри ректорсен Канашĕн председателĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн канашçи Всеволод Агаков професси вĕрентĕвĕнчи паянхи лару-тăрупа, çĕнĕлĕхсемпе, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Пулас специалистсем мĕнле пĕлÿ илесси вĕрентекенсенчен килет. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ, уйрăмах ăслăлăх степенĕ илнисем, пĕр харăсах темиçе аслă шкулта ĕçлет. Шупашкарти коопераци институчĕн ректорĕ Валерий Андреев çирĕплетнĕ тăрăх - ку хăш-пĕр филиала аккредитаци кăтартă­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­вĕ­­­сене лайăхлатма кирлĕ. Çак практика вара вĕрентÿ пахалăхне тÿнтерле витĕм кÿни куç кĕрет. Çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтар­­­­­­ас­­­ ыйтусене И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ­­пе Борис Мироновпа Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Николай Кириллов та хускатрĕç. Тĕслĕхрен, педуниверситетран 2011 çулта вĕренсе тухнисенчен 55 проценчĕ кăна шкулсемпе ача сачĕсенче, хуш­­­ма вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлет. Ыттисем ăçта - паллă мар. Ял хуçалăх академийĕ­­нче ĕçе вырнаçма пулăшакан ятарлă пай пур. «Россельхозбанкăн» Чăваш регион уйрăмĕпе çыхăну тытса ĕçлени те пулăшать, кăçал унта академири 6 студента тăватă курс пĕтерсенех ĕçе илнĕ. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕл пулу тухăçлă иртнине, кашниех хăйĕн шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене уççăн пĕлтерме пултарнине палăртрĕ. «Аслă шкулта илнĕ специальноçпа ĕçе вырнаçайман выпускниксене пуçламăш тата вăтам професси вĕрентĕвĕн учрежденийĕсен никĕсĕ çинче рабочи ĕçне хăнăхтарассине анлăрах йĕркелемелле, - терĕ вăл. - Çакăн пек специалистсен йышне çирĕп шута илсе пыма ыйтатăп». Ректорсен Канашĕ республикăри ĕç рынокĕн ыйтăвĕсене хаклакан тытăма лайăхлатмаллине, аслă шкулсен ĕç паракан­семпе кадрсем хатĕрлеме килĕшÿсем ытларах тумаллине палăртса хăварчĕ. ("Хыпар" хаçатран)

 



21 января 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter