Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлани

           Хисеплĕ журналистсем, кĕнеке-хаçат кăларакансем тата полиграфистсем!

                            Сире Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

 Эсир – питех те чаплă професси çыннисем, çивĕч ыйтусене яланах туйса-курса тата мĕн пур пулăм çинчен пĕлсе тăратăр. Пултарулăхри çирĕп тĕллевлĕхпе хастарлăх, пысăк шайри ăсталăхпа тарăн ăс сирĕн паха енĕрсем. Хăвăрăн тĕлĕнмелле талантăра, тăрăшулăхăра тата малашлăха курма пĕлнине пула эсир пурне те кăсăклантаракан темăсене тĕплĕн çутататăр, кăткăс ыйтусен тупсăмне уçса паратăр тата влаçпа общество хушшинче усăллă калаçу йĕркелеме пулăшатăр. 2011 çулта республикăра Чăваш Ен Наци телерадиокомпанийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çак пулăм пĕтĕм чăваш тĕнчишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Журналистсен лайăх ĕçне, тарăн шухăшлă информацие уйăрса илме, пулса иртекен пулăмсем çинчен тĕрĕс те илĕртÿллĕн каласа пама пĕлнине пула эфира тăван чĕлхепе тухакан çĕнĕ хыпарсемпе, тĕрлĕ кăларăмпа тата программăпа çĕр-шывăн кирек хăш кĕтесĕнче те паллашма майсем пур. Журналистика пĕр вырăнта тăмасть: хальхи технологисем, туса хатĕрленĕ япаласемпе ĕç мелĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталаннине тата ĕçе кĕрсе пынине пула масс-медиа валли çĕнĕ ресурссемпе майсем йĕркеленеççĕ. Интернет, социаллă сетьсем, YouTube ытларахăшĕшĕн кулленхи пурнăçăн пĕр пайĕ е хăнăхнă информаци çăл куçĕсем пулса тăчĕç. Информацин çак вĕçĕмсĕр анлăхĕнче вулакан-куракан патне лайăх пахалăхлă материалсем илсе çитерессине, журналист этикин принципĕсене тата çырнă сăмахшăн яваплă пулнине сыхласа хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сире хăвăр ĕçĕре чунтан парăннăшăн, хастарлăхăршăн, професси ăсталăхĕпе пысăк пултарулăхăршăн тата çынсене савăнăç кÿме пĕлнĕшĕн тав тăватăп. Шанатăп: пултарулăх ĕçĕнче тăтăшах çĕннине шырани Чăваш Ен журналистикин чи лайăх йăли-йĕркине малалла та сыхласа упрама тата пуянлатса пыма пулăшĕ. Пурсăра та çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей тата лайăх кăмăл-туйăм сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                            М.Игнатьев.



21 января 2012
08:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter