Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай тăрăхĕнче пулнă

Çак кунсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай тăрăхĕнче пулчĕ. Район администрацийĕн ертÿçин пуканне Юрий Васильев йышăннăранпа çĕнĕ улшăнусем куç умĕнчех: ялсенче çĕнĕ предприятисем вăй илме тытăннă. Çакна Михаил Васильевич хăй курса ĕненчĕ. Çĕнĕ Пуянкассинче 2009 çулхи çурла уйăхĕнче «Буяновский» ООО йĕркеленĕ. Общество тимĕртен тата йывăçран тĕрлĕ тавар - хыçсăр тата хыçлă пукан... - туса кăларать. Пĕлтĕр вĕсене 2010 çулхинчен икĕ хут ытларах ăсатнă, рабочисен йышĕ хушăннă, ĕç укçи 1,44 хут ÿс­­нĕ. Гендиректор Валентина Анастасьева пĕлтернĕ тăрăх - «Буяновский» общество кăçал производствăна малалла сарас, çĕнĕ чикĕ­­сем палăртас тĕллевлĕ.Тăвайĕнче нумай хваттерлĕ кивĕ çуртсене çине тăрсах юсаççĕ. Республика Пуçлăхĕ Ленин проспектĕнчи 10-мĕш çурта епле çĕнетнипе паллашрĕ. Район больницинче пулнă хыççăн анлă ларăва хутшăнчĕ. Унта Тăвай районĕн 2011 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, 2012 çул валли тĕллевсем палăртрĕç.



23 января 2012
10:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter