Чăваш Енпе Мускав: хутшăнусем çирĕпленеççĕ

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Раççей тĕп хулинче ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Мускав Правительстви Суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата культура сферисенче çыхăну тытасси çинчен калакан килĕшĕве, çавăн пекех 2012-2014 çулсенче ăна пурнăçласси çинчен хатĕрленĕ протокола çирĕплетнĕ. Документсем çине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Мускав мэрĕ Сергей Собянин алă пуснă. Енсем палăртнă тăрăх Килĕшÿ Чăваш Еншĕн те, çĕр-шывăн тĕп хулишĕн те пĕрешкелех пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унпа килĕшÿллĕн мĕн пур енĕпе - промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, суту-илÿре, пулăшу ĕçĕсен сферинче, архитектурăпа строительствăра, коммуналлă хуçалăхра, сывлăх сыхлавĕнче, ăслăлăхра, культурăра, туризмпа спортра - çыхăну тытса ĕçлессине палăртаççĕ. Чăваш Енпе Мускав çавăн пекех çут çанталăка сыхлас сферăра, çемьепе çамрăксен политикине пурнăçа кĕртес, общество организацийĕсемпе ĕçлес тĕлĕшпе çыхăнусене çирĕплетĕç. Документра икĕ регионта пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парас ыйтусемпе вăй хурассине уйрăммăн палăртнă: реабилитаци учрежденийĕсен хушшинче çыхăну йĕркеленĕ, инвалидсене реабилитаци пулăшăвĕсем пама пĕр-пĕрин опычĕпе паллашĕç. Çавăн пекех регионсем «ĕç вырăнĕсенче» специалистсен квалификацине ÿстермелли майсене йĕркелеме, эмел рынокĕнчи лару-тăру çинчен пĕр-пĕрне пĕлтерсе тăма йышăннă. «Чăваш Республики - Мускав хулипе çыхăну тытакан тивĕçлĕ регион, - тенĕ тĕп хула мэрĕ Сергей Собянин. - Республикăри паха тавар туса кăларакансене, паха апат-çимĕçпе тивĕçтерекенсене тĕрлĕ вырăнта лайăх пĕлеççĕ. Çакна тивĕçлипе хакласа эпир малашне те пĕрле вăй хурасшăн». Мускав мэрĕ культурăри хутшăнусем пушшех те лайăххине пĕлтернĕ: Мускав Чăваш Енре Культура кунĕсем ирттересшĕн, республика - Раççейĕн тĕп хулинче. «Чăваш Еншĕн Мускав - пысăк пасар, чи малтанах тата пирĕн тавар туса кăларакансемшĕн анлă майсем. Эпĕ Чăваш Республикин çĕр ĕçченĕсене тĕп хула рынокне пĕр вăтанмасăрах кĕме, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци сĕнме чĕнсе калатăп. Ăна кунта хапăлласа туянаççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ журналистсене панă интервьюра. Раççейĕн тĕп хули республикăн чи пысăк суту-илÿ партнерĕсен шутне кĕрет. 2010 çулта регионсен хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 5 млрд тенкĕ ытла пулнă, çакă кризисченхи шайпа танах темелле. Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче пĕтĕмĕшле илсен пирĕн тавар туса кăларакансем çĕр-шывăн тĕп хулине сĕт продукцийĕпе 82 процент таран тивĕçтереççĕ. Çавăн пекех социаллă сферăра, вĕренÿре, сывлăх сыхлавĕпе культурăра лайăх çыхăнусем йĕркеленĕ. ("Хыпар" хаçатран)

 

 

 

 



25 января 2012
11:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter