Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей студенчĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                                           Хисеплĕ студентсем! Хаклă туссем!

                                   Сире Раççей студенчĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Çак уяв – Раççей çамрăкĕсен чылай ăрăвĕшĕн чи юратнисенчен пĕри. Студент çулĕсем яланлăхах асра çĕкленÿллĕ ĕмĕт-туйăмсен, çамрăклăхăн, çутă шанчăксен ытарайми вăхăчĕ, малта чи лайăххине кăна кĕтекен тапхăр пек тăрса юлаççĕ. Сиртен кашнийĕнех пурнăçра хăйĕн вăй-халĕпе туллин усă курма лайăх майсем пур. Чăваш Ен паян кал-кал аталанать: пысăк технологиллĕ çĕнĕ производствăсем хута каяççĕ тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ, промышленноçра, ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче, социаллă сферăра пысăк пуласлăхлă çул-йĕрсем вăй илеççĕ. Пирĕн малашнехи аталанушăн çамрăксен иксĕлми вăйĕпе çирĕп шанăçлă пултарулăхĕ, хастарлăхĕ тата лайăх амбицийĕсем шутсăрах кирлĕ. Хаклă яшсемпе хĕрсем, эпĕ сире тата сирĕн вăйăра шанатăп, вĕренÿри тата ăслăлăх ĕçĕ-хĕлĕнчи, спортри тата общество пурнăçĕнчи çитĕнĕвĕрсемшĕн савăнатăп. Эсир хăвăр çитĕнĕвĕрсемпе Чăваш Ен питех те пысăк инноваци вăй-хăвачĕллĕ регион, лайăх майсемлĕ ен, чи хăюллă проектсене пурнăçламалли вырăн пулнине çирĕплететĕр.

Студентсене пĕтĕм чунтан ырлăх-сывлăх, иксĕлми вăй-хал, мĕн пур пуçарура ăнăçу сунатăп! Чунăрпа яланах çамрăк пулăр, пурнăçа юратăр, малалла хăюллăн утăр тата питех те лайăх студент çулĕсенче çирĕп пĕлÿ илме тата хăвăра каярах кирлĕ пулакан хăнăхусене ăша хывма – çакă сирĕн çутă пуласлăхăрăн тата пĕтĕм республика малашлăхĕн çирĕп никĕсĕ – çине тăрса тăрăшăр.

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                            М.Игнатьев.



25 января 2012
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter