Техника паркĕ пуянланать

Ял çынни килти хуçалăха аталантарассишĕн тăрăшни, харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе ярассишĕн пуçарулăх кăтартни – паянхи пурнăçри ырă тĕслĕх. Юлашки 5 çул хушшинче кăна районта уйрăм çынсен харпăрлăхĕнчи тракторсемпе хăй çÿрен ытти техника хисепĕ икĕ хута яхăн ÿсрĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермерсем кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисене те нумай туянаççĕ. 2011 çулта акă 11 трактор, 2 комбайн, кăкарса ĕçлемелли 12 техника туяннă. Ял çыннисем килти хуçалăха аталантарма патшалăхран çăмăллăхлă кредит илни те техника хисепне ÿстерме май парать.

Çакна палăртма кăмăллă: кивĕ техника вырăнне яла çĕнĕ тракторсемпе комбайнсем, сеялкăсем, утă пуçтарса кĕртмелли машинăсем ытларах та ытларах килме тытăнчĕç. Патшалăхăн çулталăкри техосмотрĕн кăтартăвĕсем те çултан çулах лайăхланса пыраççĕ.

Тепĕр ырă палăрăм: трактор хуçисем çул-йĕр правилисене пăснă, юсавсăр техникăпа çула тухнă тĕслĕхсем те сахалланчĕç. Кăçал право йĕркине пăснă 64 тĕслĕхе шута илнĕ, çак кăтарту пĕлтĕрхи шайран 7 процент, 2009 çулхи шайран вара 36 процент пĕчĕкрех. Юлашки пилĕк çул хушшинче тракторсемпе тата комбайнсемпе, прицепсемпе ĕçленĕ чух инкек тÿснĕ тĕслĕхсем виçĕ хута яхăн сахалланнă.

Çамрăк механизаторсем вĕрентсе хатĕрлес, маларах вĕреннисен ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе Кукеçри вĕрентÿ комбиначĕн Шăмăршăри филиалĕ пысăк ĕç тăвать. Кунта пуян опытлă специалистсем ĕçлеççĕ, филиала чăннипех те "кадрсен лаççи" теме пулать.

Валерий ЗАХАРОВ,

Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн начальникĕ.



25 января 2012
16:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter