Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа Палестина патшалăхĕн Махмуд Аббас президент ертсе пыракан делегацийĕ пулчĕ

Кăрлачăн 22-мĕшĕнче Чăваш Ене виçĕ кунлăх визитпа Палестина патшалăхĕн Махмуд Аббас президент ертсе пыракан делегацийĕ килсе çитнĕ. Ку - ют çĕр-шыв ертÿçи Чăваш Ене килнĕ пирвайхи тĕслĕх. Самолет трапĕ патĕнче Палестина Наци Администрацийĕн президентне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Патшалăх Канашĕн председателĕ Юрий Попов кĕтсе илнĕ. Визит вăхăтĕнче Махмуд Аббаспа делегаци членĕсем культура, сывлăх сывлахĕн учрежденийĕсемпе паллашрĕç, Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулчĕ. Республикăпа паллашассине Палестина президенчĕ Шупашкарти «Булгар» мечĕтрен пуçланă. Унта Махмуд Аббас Чăваш Енри мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕпе Альбир Кргановпа намаз ирттернĕ. Республикăри мăсăльмансене хисепленине палăртса Махмуд Аббас муфтие сăваплă коран парнеленĕ. Хăй те парнесем - вырăнти художник ÿкерчĕкĕпе кавир - йышăннă. Палестинăн официаллă делегацийĕ, Махмуд Аббас президент Чăваш Ен парламенчĕн спикерĕпе Юрий Поповпа пĕрле Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă монумент умне чечексем хунă. Паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Махмуд Аббас çавăн пекех Республикăн Патшалăх Канашĕн ертÿçипе Юрий Поповпа пĕрле С.Н.Федоров академик ячĕллĕ «Куç микрохирургийĕ» наука-техника комплексĕн Шупашкарти филиалне тата ытти çĕре çитсе курнă.



25 января 2012
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter