РФ экономика аталанăвĕн министрĕпе - ĕçлĕ тĕл пулу

Кăрлачăн 23-мĕшĕнче Мускавра ĕçлĕ çÿревре пулнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей экономика аталанăвĕн министрĕпе Эльвира Набиуллинăпа тĕл пулу ирттернĕ.

Калаçусен вăхăтĕнче Чăваш Енри вак тата вăтам бизнеса пулăшмалли мерăсене сÿтсе явнă. Палăртса хăварар: республика предпринимательлĕхе аталантармалли регион программисене çул пама федераци хыснинчен укçа-тенкĕ уйăрас тĕлĕшпе ирттерекен конкурса хастар хутшăнать. 2011 çулта Чăваш Ен çак тĕллевпе 236 млн тенкĕ илнĕ. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх çак укçа-тенкĕ пайтаçăсене пулăшмалли формăсене тата çул-йĕре палăрмаллах анлăлатма пулăшнă. Çавна май 2011 çулта 10 пин ытла хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме, ĕçсĕрлĕх шайне икĕ хут - 1,18 процента çити - чакарма май килнĕ. Халĕ республика Правительстви 2012 çулта патшалăх пулăшăвне илмешкĕн заявка хатĕрлет.

Республика Пуçлăхĕ 2011 çул Чăваш Еншĕн ăнăçлă пулнине асăннă: промышленноç производствин ÿсĕмĕ енĕпе планпа пăхнă кăтартусене пурнăçланă /113,5 процент/, инвесторсем валли ăнăçлă условисем йĕркеленĕ. Тĕп капитала инвестицисем хывасси 115 процент ÿснĕ. «Çакă Раççейĕн вăтам шайĕнчен чылай пысăкрах», - тенĕ Эльвира Набиуллина министр.

Çавăн пекех культура, туризм, шыв хуçалăхĕн объекчĕсене федерацин тивĕçлĕ тĕллевлĕ программисене кĕртес ыйтусене пăхса тухнă. Уйрăммăн илсен сăмах Çавал шывĕ хĕррипе çурхи шыв-шуртан хÿтĕленмелли вырăнсем тăвасси, Шупашкарăн, Сосновка поселокĕн, Сосновка ял хуçалăх айлăмĕн инженери хÿтлĕхĕн объекчĕсене реконструкцилесси çинчен пырать. Çак ĕçсене ирттерме кирлĕ укçа-тенкĕ 348,6 млн тата 209,2 млн тенкĕпе танлашать. Республика Пуçлăхĕ ку объектсене федерацин «Раççейĕн шыв хуçалăх комплексне 2012-2020 çулсенче аталантарасси» тĕллевлĕ программисене кĕртме ыйтнă.

Çĕр-шывăн Культура министерстви хатĕрлекен «Раççей культури» программăна илес пулсан республика унта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тата Чăваш патшалăх филармонийĕн çурчĕсене юсамалли проектсене кĕртме сĕнет.

Кунсăр пуçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата министр туризма аталантарассипе çыхăннă «Этника Чăваш Енĕ» тема проекчĕсем валли федераци бюджетĕнчен укçа уйăрмалли мая пăхса тухнă. Аса илтеретпĕр: проекта «Ясна» этноэкологи комплексĕ тата «Амазония» этнокомплекс кĕреççĕ. Вĕсене йĕркелеме 7 млрд тенкĕ ытла кирлĕ.

 

 

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 января 2012
11:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter