«Чи пĕлтерĕшли - тăнăçлăх, халăхсен туслăхĕ»

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче Палестина патшалăхĕн президенчĕ Махмуд Аббас ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕпе Юрий Поповпа пĕрле С.Н.Федоров академик ячĕллĕ “Куç микрохирургийĕ” наука-техника комплексĕн Шупашкарти филиалĕнче пулчĕ. Палестина ертÿçи центрта усă куракан хальхи йышши диагностика оборудованийĕпе паллашрĕ. “Эпĕ ку центр пирки тахçанах пĕлетĕп. Пирĕн граждансем куçĕ япăх курнине пĕлтерсен вĕсене яланах Федоров академик клиникине кайма сĕнетĕп”, - терĕ Махмуд Аббас.

Çав кунах Палестина президенчĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсемпе тата преподавателĕсемпе тĕл пулчĕ.

Ку аслă шкулта 39 çĕр-шывран 370 çамрăк вĕренет, вĕсенчен 13-шĕ - Палестинăран. Иртнĕ çулсенче çак патшалăхăн 6 гражданинĕ ЧПУ пĕтернĕ, “Сиплев ĕçĕ”, “Стоматологи”, “Хими” специальноçсемпе диплом илнĕ.

Университет ректорĕ Всеволод Агаков Махмуд Аббас халăхсен хушшинчи туслăха тата толерантлăха аталантарас, культура çыхăнăвĕсене вăйлатас ĕçе пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ. Сăмах май, Палестина Наци администрацийĕн президенчĕ Дамаск университечĕн юридици факультетне тата Халăхсен туслăхĕн Патрис Лумумба ячĕллĕ университечĕн аспирантурине /Мускав хули/ пĕтернĕ. Вун пĕр кĕнеке авторĕ. “Палестинăна наци ирĕклĕхĕ парас юхăма” йĕркелемешкĕн хутшăннă. Махмуд Аббас 2008 çултанпа Раççейĕн тĕп хулинче çеç мар, çĕр-шыври регионсенче те пулать. Çак тапхăрта Чечняра, Дагестанра, Тутарстанра тата Пушкăртстанра пулса унти лару-тăрупа паллашнă.

Ют çĕр-шыв ертÿçи университетри тĕл пулу вăхăтĕнче те халăхсен туслăхĕ тата çĕр çинчи тăнăçлăх пирки сăмах пуçарчĕ: “Чăваш Ен халăхĕпе, республика ертÿлĕхĕпе, пĕтĕм Раççей Федерацийĕ пекех, пире туслă хутшăнусем çыхăнтараççĕ, эпир çакăнпа мухтанатпăр тата пысăка хурса хаклатпăр, вĕсене пĕрмай аталантарма тата çирĕплетме ăнтăлатпăр. Эпир пурне те тăнăçлăха, килĕшÿлĕхе, çураçулăха упрама чĕнсе калатпăр”. Вăл Палестина патшалăхĕн йывăрлăхĕсем çинче те чарăнса тăчĕ, вĕсене çĕнтерес тĕлĕшпе тунă йышăнусем халăхсен ĕмĕтне пурнăçа кĕртме пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ.

Тĕл пулура Махмуд Аббаса Чăваш патшалăх университечĕн Хисеплĕ докторĕн ятне панине ĕнентерекен диплом пачĕç, манти тăхăнтартрĕç. Хăна хăйне чыс тунăшăн, лайăх кĕтсе илнĕшĕн чĕререн тав турĕ.

Шупашкар-Чăваш епархийĕнче Палестина Президенчĕ Варнава митрополитпа Чăваш Енре православипе ислам хутшăнăвĕсене малалла аталантарас ыйтăва сÿтсе яврĕ. Митрополит республикăра тĕпленнĕ çынсенчен ытларахăшĕ православи тĕнне ĕненнине, Чăваш Ен территорийĕнче 50 ытла мечĕт пуррине, халăхсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине пĕлтерчĕ. Махмуд Аббас Варнавăна Палестинăра пурăнакансене пурне те пил пама ыйтрĕ. Унтан вĕсем пĕр-пĕрне асăнмалăх парнесем пачĕç.

 Ирина Клементьева



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 января 2012
11:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter