Махмуд Аббас: «Чăваш Енре тĕрлĕ наци çынни килĕштерсе пурăнать»

Ĕнер Палестина президенчĕ Махмуд Аббас Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.

Хăна Чăваш Ен хăйне килĕшни çинчен каланă: «Визит - кĕске, апла пулин те эпир сирĕн республика çинчен нумай пĕлтĕмĕр. Çак кунсенче курнинчен тĕлĕнмелли çеç юлать: вăйлă аталаннă наука, сывлăх сыхлавĕ, культура. Пирĕн Шупашкарти туссенчен пĕри калашле, регион ăнăçлăхĕ уйăракан финанс ресурсĕсенчен кăна мар, унта пурăнакан çынсенчен те нумай килет. Вĕсем республика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлесен çитĕнÿ пулатех».

Михаил Игнатьев Палестинăран хăнасем килни нацисен, этноссен çыхăнăвне çирĕплетме пулăшасса шаннине палăртнă: «Тĕрлĕ халăх хушшинчи килĕшÿпе туслăх, тăнăçлăх - нихăçан арканми ырă та хăватлă вăй». «Чăваш Ен - тĕрлĕ наци, тĕн çыннисем килĕшÿре пурăннин чĕрĕ тĕслĕхĕ», - тенĕ Махмуд Аббас. Енсем Палестинăпа Чăваш Ен ĕçтешлĕхĕн ыйтăвĕсене сÿтсе явнă.

Тĕл пулу пирки каланă май республика Пуçлăхĕ ĕçтешлĕх çирĕпленсе пырассине палăртнă. Ку чи малтанах Шупашкара тата Палестина тĕп хулине пырса тивет, вĕсем тăванла хуласем пулса тăраççĕ. Палестинăн ĕçлĕ çыннисем Çĕнĕ Шупашкарта тăвакан хĕвел батарейисен завочĕпе çыхăну йĕркелесшĕн. Махмуд Аббас каланă тăрăх ку ыйтăва çывăх вăхăтрах тишкерĕç. Çавăн пекех культурăпа спортри çыхăнусене те вăй парасшăн.

«Палестина делегацийĕн визичĕ Раççейпе Чăваш Ен историне кĕрсе юлĕ, - пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев. - Махмуд Аббас тăнăçлăха, çынсен хушшинчи килĕшĕве çирĕплетес енĕпе нумай вăй хурать».

 К.Петров



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 января 2012
11:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter