Часавня – ял илемĕ

ЯРĂСЛАВ ялĕн хĕвел тухăç енче, Анат касра, укăлча хапхипе юнашарах, тăрă та сивĕ шывлă çăл куç тапса тăрать. Çак çăл куçне чи пирваях, ваттисем каланă тăрăх XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех, ку ялта пурăннă Макар ятлă çын тарăнрах алтса, пура ярса тунă пулнă, хăй виличченех тасатса-тирпейлесе тăнă. Ял çыннисем çак çăл куçа иртнĕ çулсенче тепĕр хут çĕнĕ пура ярса, çавăрса ăсмалли ăсталаса, тăррине йывăçран тĕрĕлесе-илемлетсе тунăччĕ. Нумаях пулмасть вара, Ярăславра çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарти пĕр заводра тĕп инженер пулса ĕçлекен Петр Николаевич Морозов тата ялтах пурăнакан Петр Краснов пуçарăвĕпе, çăл куç çумĕнче ял çыннисем валли пăр пек сивĕ сиплĕ шыва чăмса çан-çурăма тĕреклетмелли, чир-чĕртен тасалмалли Пантелеймон çвятуйăн турăшĕ ячĕллĕ часавай евĕр вырăн туса хута янă. Шыва кĕмелли çурт валли хыр пĕренисене Валерий Егоровпа Георгий Розов вăрман ĕçченĕсем тÿлевсĕрех уйăрса панă. Василий Исметов, Сергей Урмаев, пĕр тăван Сергейпе Руслан Локтинсем, Петр Мердеев, Олег Лукьянов, Николай Малов, Анатолий Краснов, Алексей Кузнецов, Александр Розов, Сергей Ефимов, Александр Фомин платниксем вара кĕске вăхăтрах пура пураса çурт тăррине витсе хунă, çÿле пĕчĕк куполпа хĕрес те вырнаçтарса лартнă. Шыва кĕмелли пÿрт (купель) икĕ пÿлĕмлĕ: пĕринче – хĕрарăмсем, тепринче арçынсем шыва кĕме пултараççĕ. Шыва кĕмелли вырăнсенче чиркÿрен илсе килнĕ турăшсем тата çурта çутса лартмаллисем вырнаçтарнă. Шыва кĕмелли çак çурта тума ял çыннисем укçа пуçтарса пулăшнă. Уйрăмах Тверь облаçĕнчи Калязин районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлекен К.Г. Ильин, Шупашкарта пурăнакан А.Н. Петров строитель, О.А. Парфенов предприниматель, С.Локтин, С.Урмаев, А.Антипов тата ытти ял çыннисем пысăк пулăшу панă. Йывăр ĕçсене пурнăçлама, стройматериалсене турттарма Петр Краснов хăйĕн тракторĕпе пулăшса пынă, Борис Кузнецов та хăма парса пулăшнă. Тăкаксен ытларах пайне тата мĕнпур ĕçе ертсе пырассине вара П.Н.Морозов хăй çине илнĕ. (Шăмăршă районĕ)



26 января 2012
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter