Шăмăршă районĕ: Дмитрий Галкин – çĕнтерÿçĕ

Иртнĕ çулхи декабрьте те, кăçалхи январьте те Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн самбопа дзюдо секцийĕн воспитанникĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хастар хутшăнчĕç. Акă 1998-1999 çулсенче çуралнă яшсем хушшинче самбо мелĕпе кĕрешессипе республикăра мала тухассишĕн ирттернĕ ăмăртура Дмитрий Галкин 30 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта Совет Союзĕн Геройне В.Н. Винокурова асăнса ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри дзюдо турнирĕнче хăйĕн виçинче кĕрешсе Дмитрий Галкин иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Кунта Валерий Макаров пиллĕкмĕш пулчĕ. Шупашкарта самбо мелĕпе кĕрешессипе йĕркеленĕ республика турнирĕнче те Дмитрий Галкин пысăк пултарулăхпа палăрчĕ. Пилĕк кĕрешÿре те пĕр бал та выляса ямасăр вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Çак ăмăртура Никита Архипов виççĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ (53 килограмм таранчченхи виçе категорийĕнче). Ирĕклĕ майпа кĕрешме те кăмăллать Дмитрий Галкин. Егор Карзанов комиссара асăнса ирттернĕ турнирта та, пĕлтĕрхи Акатуйра та вăл пĕрремĕш пулчĕ. Дима тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕсене те хастар хутшăнать. Вăл – республикăри "Ылтăн шайба" хоккей турнирĕн иккĕмĕш призерĕ, республикăри "Сăран мечĕк" футбол турнирĕн çĕнтерÿçи, республикăри ДУАТЛОН (кунта чупасси тата ишесси кĕрет) ăмăртăвĕн виççĕмĕш призерĕ. Дмитрий Галкин тĕрлĕ шайри ăмăртусенче малашне те лайăх результатсем кăтартасса çирĕп шанас килет.



26 января 2012
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter