Республикăн Министрсен Кабинечĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ

Çак кунсенче республикăн Министрсен Кабинечĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Правительство членĕсем «Административлă правăна пăсни çинчен» саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусене ырларĕç. Вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков патшалăх учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвне пысăклатни çинчен каласа пачĕ. Ÿсĕм пилĕк категорие пырса тивет: ача сачĕсен педагогĕсен, кĕçĕн воспитателĕсен тата воспитательсен пулăшуçисен, хушма вĕрентÿ, культура тата спорт учрежденийĕсен ĕçченĕсен шалăвĕ кăрлачăн 1-мĕшĕнчен 15% пысăкланнă. Çапла вара вĕсен ĕç укçи 9,6 пин тенкĕ урлă каçать. Аса илтерни вырăнлă: кăçалхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен бюджет сферин мĕн пур ĕçченĕн шалăвне тата 6% пысăклатма палăртнă. Бюджетра çакăн валли укçа пăхса хунă ĕнтĕ. Михаил Васильевич ĕç укçине вăхăтра тÿлес енĕпе хăш-пĕр чухне муниципалитетсен шайĕнче чăрмавсем пулнине кура вĕсене сирмелли пирки асăрхаттарчĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов вĕренекен ачасемпе çамрăксем валли чукун çул транспорчĕпе çÿремешкĕн çăмăллăх палăртасси çинчен каласа пачĕ. Ларура 2011 çулхи 4-мĕш кварталти çын пуçне пурăнма кирлĕ виçене çирĕплетрĕç, республика бюджетĕнче вăл е ку тĕллевпе пăхса хăварнă укçа-тенке муниципалитетсен хушшинче уйăрассине палăртрĕç. Михаил Игнатьев Мускавра пулнă май республика Правительствипе тĕп хула мэрийĕ кăрлачăн 23-мĕшĕнче алă пуснă килĕшĕве пурнăçа кĕртес енĕпе çине тăрса ĕçлемелли çинче чарăнса тăчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх Сергей Собянин Чăваш Ене пысăка хурса хаклать. Республикăра туса илекен пахча çимĕçе Мускавра анлăн сутассине йĕркелемешкĕн унта ятарлă база кирлĕ - çак енĕпе ĕçлемелле. «Мускавсем пирĕн продукци пахалăхне пĕлеççĕ, çавна май хăюллăрах пулмалла. Нумайăшĕ унти рынок криминалпа çыхăннă тесе иккĕленсе тăрать. Мэр продукцие уйран тÿрех потребитель патне илсе çитерессишĕн, çакăнпа усă курмалла», - терĕ Пуçлăх. Эппин, Мускав Чăваш Еншĕн çывăхрах пулĕ. Правительство ертÿçи Иван Моторин та тĕп хулари тĕл пулусем çинчен каларĕ. Правительство ларăвĕ пынă вăхăтрах ирĕк ыйтса зала Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава кĕчĕ. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхне II степень çветтуй Мускав кнеçĕн Даниилăн орденне пачĕ. «Ордена Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл хушнипе паратăп, - терĕ Варнава. - Вăл сире питĕ хисеплет, ĕçĕре пысăка хурса хаклать. Хам ятпа та сире ăнăçусем сунатăп. Малашне те чăваш халăхĕшĕн, республика аталанăвĕшĕн çапла тухăçлă вăй хурăр. Сирĕн пĕтĕмпех лайăх пултăр. Сирĕн лайăх пулсан пирĕн те лайăх пулĕ».



27 января 2012
08:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter