Чăваш чĕлхипе, литературипе вырăнта экзамен тыттаракан комисси председателĕсене тата вĕрентекенсене пĕлсе тăма!

Нарăс (февраль) уйăхĕн 14-мĕшĕнче 10.00 сехетре Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче «2012 çулта чăваш чĕлхипе тата литературипе ППА тата ППЭ ирттересси: экзамен содержанийĕпе хатĕрленÿ уйрăмлăхĕсем» программăпа чăваш чĕлхипе тата литературипе вырăнта экзамен тыттаракан комисси председателĕсен семинарĕ иртет.

Семинарта çак ыйтусене пăхса тухаççĕ: 1) ППА тата ППЭн чăваш чĕлхипе тата литературипе çыхăннă тĕрĕслев-хаклав материалĕ: тытăмĕ, содержанийĕ, çĕнĕлĕхсем; 2) Ăслав сочиненийĕн ытти йышши сочиненисенчен уйăрса тăракан паллисем; 3) Ачасен ППАра тата ППЭре çырнă ĕçĕсене хакламалли критерисем. Экзамен хыççăнхи отчет.

Семинара экзамен тыттаракан комисси председателĕсене тата чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсене йыхравлатпăр.



27 января 2012
11:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter