Конкурс çывхарса килет

Маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, Чăваш наци конгресĕ тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕ йĕркеленипе 2012 çулхи нарăсăн (февралĕн) 21-22-мĕшĕсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсен республика шайĕнчи «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсĕ иртет.

Конкурсăн 1-мĕш тапхăрĕ районсемпе хуласенче 2012 çулхи кăрлач (январь) уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа кăрлач (январь) уйăхĕн 31-мĕшĕччен пырать. 2-мĕш тапхăр Шупашкарта Вĕренÿ институтĕнче 2012 çулхи нарăсăн (февралĕн) 21-22-мĕшсенче пулать.

Асăрхаттаратпăр: иккĕмĕш тапхăр валли заявкăсене 2012 çулхи нарăсăн (февралĕн) 6-мĕшĕнчен кая юлмасăр çак адреспа тăратмаллла: E-mail% chrio.11@cap.ru



27 января 2012
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter