Канаш районĕ: П. Хусанкая халалланă фестиваль

П.П.Хусанкай çуралнăранпа 105 çул çитнине уявлама ун поэзине кăмăллакан учительсем тата ача садĕнче ĕçлекенсем  кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Вырăскас Пикшихри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула пухăнчĕç.  Вĕсем хушшинче «Петĕр Хусанкай хайлавĕсене пăхмасăр калатпăр!» конкурс иртрĕ. Сăвă вулакансен ăмăртăвне Канаш район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.С.Иванова уçрĕ.  Чăваш поэзийĕн Çăлтăрне халалланă конкурса  хутшăнакансене саламлама Канаш район администрацийĕн ертÿçи В.В.Софронов та унăн çумĕ К.А.Никоноров килсе çитрĕç. В.В.Софронов воспитанипе вĕрентÿ ĕçĕнче малашне те пысăк çитĕнÿсем туса пыма  ăнăçу сунчĕ, ял сăн-сăпачĕпе пурнăçĕ епле пуласси вĕсенчен те чылаях килнине палăртрĕ.

Конкурс тÿрисем сăвă калакансем хăйсем суйласа илнĕ Петĕр Хусанкайăн пĕр-пĕр хайлавне пăхмасăр каланă чухне  чăвашла тĕрĕс те илемлĕ, килĕшÿллĕ вуланине,   Хусанкай тĕнчине кĕрсе кайса хайлав шухăш-кăмăлне, туйăмне, чĕлхе пуянлăхне, сăмах вăй-хăватне кăтартма пĕлнине шута илчĕç тата учительсемпе ача садĕнче тăрăшакансен  ĕçлес туртăмне çĕклес тĕллевпе  çĕнтерÿçĕсене виçĕ номинаципе палăртрĕç:

1.Чăваш чĕлхипе литературине тата ытти предметсене вĕрентекенсем хушшинче:

            1-мĕш вырăн – Александрова Елизавета Макаровна (Сиккасссинчи А.И. Миттов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен),

1-мĕш вырăн – Чебукова Роза Александровна (Сиккасссинчи А.И. Миттов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, пуçламăш классене вĕрентекен, социаллă педагог),

 2-мĕш вырăн – Иванова Валентина Михайловна (Сухайкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен),

2-мĕш вырăн – Филиппова Луиза Сергеевна  (Тури Юнтапари пуçламăш шкул – «Яндобинка» ача сачĕ, пуçламăш классене вĕрентекен),

3-мĕш вырăн – Васильева Татьяна Ильинична (Катекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен),

3-мĕш вырăн – Григорьева Вера Николаевна (Вăтакас Татмăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен),

3-мĕш вырăн – Александрова Валентина Александровна (Ямашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул, математика  вĕрентекен).

2. Ача сачĕнче ĕçлекенсем хушшинче:

1-мĕш вырăн –  Алексеева Елена Леонидовна (Вăрман Енĕшри «Теремок» ача сачĕ, воспитатель),

 1-мĕш вырăн –  Яковлева Ирина Петровна (Чакаçри  «Салтак тÿми» ача сачĕ, музыка руководителĕ),

2-мĕш вырăн –  Шпакова Надежда Сергеевна (Сиккассинчи «Хурăн» ача сачĕ, воспитатель),

2-мĕш вырăн –  Васильева Алина Витальевна (Уçырмари «Хĕвел» ача сачĕ, воспитатель),

2-мĕш вырăн –  Андреева Вера Вениаминовна (Уçырмари «Хĕвел» ача сачĕ, кĕпе-йĕм çăвакан машинист),

3-мĕш вырăн –  Егорова Любовь Ивановна (Аслă Мамири «Çăлкуç» ача сачĕ, воспитатель),

3-мĕш вырăн –  Крылова Надежда Львовна (Ямашри «Буратино»  ача сачĕ, воспитатель),

3-мĕш вырăн –  Павлова Светлана Геннадьевна (Вăтакас Кипечри «Гномик»  ача сачĕн  заведующийĕ).

3.  «Чи лайăх литературăпа музыка композицийĕ»:

 1-мĕш вырăн – Алексеева Татьяна Геннадьевна (чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен) тата Елисеева Татьяна Васильевна (технологи вĕрентекен) – Вырăскас Пикшихри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул,

 2-мĕш вырăн – Маргарита Ефимовна Петрова (чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен), Русскова Людмила (6-мĕш класра вĕренекен) – Янкăлчри Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул,

3-мĕш вырăн – Кириллова Эльза Фёдоровна (чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен), Григорьева Надежда Николаевна (математика вĕрентекен) – Шуркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.

 

Е.И.Иванова



27 января 2012
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter