Муркаш районĕ: эпир пулнă, пур, пулатпăр!

Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Москакасси шкулĕнче районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсĕ иртрĕ. Ик чĕлхелĕхе тата тĕрлĕ халăх культури хушшинчи çыхăнăва аталантарса творчествăллă ĕçлекен учительсене тупса палăртасси, учителĕн чĕлхе политикине вĕрентÿре тытса пынă чухнехи пĕлтерĕшне ÿстересси тата чăваш чĕлхине вĕрентсе пухнă паха опыта сарасси конкурсăн тĕп тĕллевĕсем пулса тăчĕç. Конкурса хутшăнакан вĕрентекенсем чи малтан хăйсемпе паллаштарчĕç, «Манăн педагогикăри тĕп шухăш» эссене презентацилерĕç, ăстаçă урокне ирттерчĕç. Жюри вĕрентекенсен професси ăсталăхне тĕрлĕ енлĕн хаклама тăрăшрĕ, конкурса тăратнă материалсем хальхи вĕренÿ ĕçĕн тĕллевĕсемпе задачисене тивĕçтернине, тăван чĕлхене вĕрентнĕ чух çĕнĕлĕхсем пуррине шута илчĕ. «Чи лайăх паллаштару карточки» номинацире Мăн Сĕнтĕр шкулĕнчи Варюхина Надежда Владимировна çĕнтерчĕ. Шетмĕпуç шкулĕнчи Раевская Ирина Валентиновна «Тĕпчевçĕ учитель» ята тивĕçрĕ. Москакасси шкулĕнчи Захарова Елена Мефодьевна «Чи лайăх эссе» номинацире палăрчĕ. Калайкасси шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Степанов Александр Марсович «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Александр Марсовича ку çитĕнÿпе саламлатпăр! Республика шайĕнчи конкурса çĕнтерме ырлăх-сывлăх сунатпăр!



27 января 2012
15:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter