Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе АПК ыйтăвĕсемпе анлă канашлу иртрĕ

ЧР Правительство çурчĕн пысăк залĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе АПК ыйтăвĕсемпе анлă канашлу иртрĕ. Влаçăн саккун йышăнакан, ĕç тăвакан органĕсен, район администрацийĕсен представителĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен, апат-çимĕçпе тирпейлекен промышленноçăн, ытти организаци ертÿçисем хутшăнчĕç. Пухăннисем пысăк пĕлтерĕшлĕ канашлу, çывхаракан çур аки умĕн питех те кирлине палăртрĕç. Михаил Васильевич аграри 2011 çулта палăрмаллах çитĕнÿсем тунине, малашне вĕсене тата пысăкрах тĕллевсем кĕтнине, çавăнпа яваплăха туйса вăй хумаллине пĕлтерчĕ. - Тавар туянакан - экологи енчен таса çимĕçшĕн. Çĕр ĕçченĕн çакна яланах асра тытмалла. Раççей тата тĕнче рынокĕнче конкуренцие тÿсĕмлĕ пулмалла, - терĕ Михаил Игнатьев. - Кашни ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетсе танлаштарсан ыранхи кун шанчăклă, патшалăх пулăшсах тăнăран тĕревлĕ пулнине туйса илĕ. Резервсем çителĕклĕ. Юлашки çулсем йывăр килчĕç пулсан та - малтанах - кризис, унтан - шартлама сивĕ, шăрăх, пушарсем - ял хуçалăх производствине упраса хăварма пултартăмăр.Патшалăх пулăшăвĕн формисем малашне те сарăлса пырĕç. Хресченсен вĕсемпе вăхăтра тата тухăçлă усă курма хатĕр пулмалла. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев анчахрах çĕр-шыв тĕп хулинче Мускав мэрĕпе Сергей Собянинпа тĕл пулнине, суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата культура сферинче çыхăну тытасси çинчен калакан килĕшĕве, 2012-2014 çулсенче ăна пурнăçласси çинчен хатĕрленĕ протокола алă пуснине аса илчĕ. «Пирĕн ял хуçалăх продукцине Мускавсем килĕштереççĕ, тутине лайăх пĕлеççĕ, йышăнма яланах хапăл. Çакăнпа усă курмалла та», - терĕ Михаил Васильевич. Чăваш хресченĕсем лайăх çимĕç туса илнине çулсерен иртекен «Ылтăн кĕркунне» курав та çирĕплетет. Тыр-пул çитĕнтерекенсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем вун-вун медале тивĕçеççĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов республикăри аграрин 2011 çулхи малтанласа пĕтĕмлетнĕ кăтартăвĕсемпе тата 2012 çулхи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» çер улми çитĕнтерессипе федерацин Атăлçи округĕнче 4-мĕш вырăн йышăнатпăр. Çур аки çывхарать. Кĕрхисен планĕ тулманран ĕç калăпăшĕ хушăнать. Шел те, паха вăрлăх сахал. Апла пулсан кондициллĕ вăрлăх хатĕрлеме çывăх кунсенчех тытăнмалла.

Калаçу сĕт хакĕ пирки те пычĕ. Паха сĕт йÿнĕпе сутăнас çук терĕç тухса калаçакансем. Хальлĕхе вăл суту-илÿре 6% çеç, 15-16 тенкĕпе вырнаçать. Тĕллев - сĕт пахалăхне куллен ÿстересси. «Россельхозбанк» АУОн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская, Раççей Перекет Банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Константин Киргизов аграрипе çыхăну çулсерен çирĕпленнине, кредит илекенсен йышĕ ÿснине палăртрĕç.("Хыпар"хаçатран)



30 января 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter