Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çÿревре пулчĕ

Çак кунсенче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çÿревре пулчĕ.

Чи малтанах вăл Хĕрлĕ Чутайри автоçул хĕрринче вырнаçнă автосервис пунктне çитсе курчĕ. Ăна Владимирпа Диана Крыцовсем тытса тăраççĕ. Вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллашнă май Михаил Васильевич предпринимательсене ăнăçу сунчĕ. «Автомобильсен хуçисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме малалла аталанмалла. Сервис меллĕ вырăнтине шута илсе ăна хăтлăх кÿмелле, пулăшу ĕçĕсен шутне ÿстермелле. Ку енĕпе патшалăх пулăшăвĕпе е çăмăллăх кредитсемпе усă курса общество апатлану пунктне уçма та палăртмалла», - терĕ вăл. Хĕрлĕ Чутай райповĕнчи сĕт сивĕтмелли пунктра та калаçу çивĕч иртрĕ. Кунта 2600 ытла хушма хуçалăхран сĕт килет. Кунне 4 тоннăран кая мар пухăнать. Литрне халăхран 11 тенкĕ те 50 пуспа пуçтараççĕ. Михаил Игнатьев халăх сĕт хакĕ пирки пăшăрханнине палăртрĕ: «Юлашки вăхăтра сĕт хакĕ чакма тытăнни çынсене тивĕçтермест. Тĕрĕссипе, вăл унăн пахалăхĕнчен килет. Паян пысăк пахалăхлă сĕтĕн литрне 15-16 тенкĕрен кая мар хаклаççĕ. Пирĕн тĕллев – халăха чăннипех паха сĕт туса илсе çемье бюджетне ÿстерме пулăшасси. Ку енĕпе Улатăрта кăларма тытăннă витаминсемпе пуян, сĕтри белока ÿстерекен выльăх апачĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Ял çыннисен хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелемелле». Райцентрта çĕкленекен пĕлтерĕшлĕ тепĕр объект - физкультурăпа спорт комплексĕ. Ăна 2011 çулхи утă уйăхĕнче тума тытăннă. Строительсем объекта Республика кунĕ тĕлне хута яма шантараççĕ. ФСК тума 132,94 млн тенкĕ уйăрнă. Тĕрĕссипе, пĕлтерĕшлĕ пысăк икĕ объект района инвестици хывассине палăрмаллах ÿстернĕ. Ĕçлĕ çул çÿрев район администрацийĕн акт залĕнче вырăнти активпа тĕл пулнипе вĕçленчĕ. Унта пухăннисем Хĕрлĕ Чутай районĕн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвне тишкерчĕç, малашлăх тĕллевсене палăртрĕç. Республика Пуçлăхĕ районăн кăткăс та çивĕч ыйтăвĕсенчен чи пĕлтерĕшлисем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсен хушшинче демографи лару-тăрăвĕ çивĕччине - çуралакан сахаллине, вилекен нумаййине - палăртрĕ. Районта ĕçсĕрлĕх пысăкки, пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕнче пуçаруллă çынсем сахалли, пысăк квалификациллĕ специалистсем çитменни, çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме, аграри секторĕнче патшалăхăн фермерсен юхăмне аталанма пулăшакан программине хутшăнма васкаманни те шухăшлаттарнине пĕлтерчĕ. «Иртнĕ çул татса парайманнисене кăçал пурнăçа кĕртмелле. Ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнче усă курман резервсем çителĕклĕ. Тĕп вырăнта - халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатасси тата вĕсен чĕрисенче пуласлăха шанассине çуратасси», - терĕ вăл. (Ю.Мареева)



30 января 2012
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter