Канаш районě: Çěнě Шелттем ял вулавăшěнче «Литературăллă Чăваш ен: чи лайăх вуланакан кěнеке -2010» ятпа курав йěркеленě

Чăваш Наци библиотеки çулсеренех ирттерекен «Литературăллă Чăваш ен: чи лайăх вуланакан кěнеке» конкурса хутшăнса Çěнě Шелттем ял вулавăшěнче «Литературăллă Чăваш ен: чи лайăх вуланакан кěнеке -2010»   ятпа курав йěркеленě. Курава 2010 –мěш çулта пичетленсе тухнă  чăвашла тата вырăсла произведенисене тăратнă.

Конкурс 7 номинаципе иртет:

 - «Поэзи жанрěпе çырнă  чи лайăх кěнеке;

- «Проза жанрěпе çырнă  чи лайăх кěнеке;

- «Чи лайăх ача-пăча кĕнеки»;

- «Чи нумай вулакан вулавçă»;

- «Кěнекене вулаттарас енěпе ирттерекен чи лайăх мероприяти»;

- «Конкурс йěркелесе ирттерес енěпе чи лайăх библиотека»;

- «Чи лайăх реклама».

Калас пулать, ял çынни чăваш çыравçисен кěнекисене тем пекех кěтет. Çавна май 2010 çулта пичетленсе тухнă хайлавсен списокěнчи Л.Я.Агаковăн «Шанчăк», А.И. Павловскаян «Саланнă кěлте», Н.А.Петровскаян «Çил-тăманлă каç», В.Тараватăн «Кĕтмен венчет», Н.Теветкелĕн «Пушă гильза», С.Л.Павловăн «Сарă хăмăш, сар хăях» хайлавĕсене пирĕн вулавçăсем черет тăрсах вулаççĕ. Кураври кĕнекесемпе уйрăмах ачасем кăмăллă.

Л.Саринен «Наян мулкач», Е. Светлаян «Яшлăхпа ватлăх», Л.Симоновăн «Урама чĕнет хĕвел», М.Карягинăн «Кăтра хĕвел çаврăнăш», Ю.Мишшин «Кашнине эп юрататăп» кĕнекисем кĕçеннисене илемĕпе, содержанийěпе илěртеççĕ.

Вулавçăсен вулас туртăмне татах та ÿстерес тěллевпе вулавăшра çитес кунсенче «Литературăллă Чăваш ен: чи лайăх вуланакан кěнеке -2010»  курав умěнче калаçусем, тишкерÿсем, тĕлпулусем, кěнеке уявĕ, аслă классенче вěренекенсемпе В.Тараватăн «Кěтмен венчет» кĕнекипе вулав конференци ирттерме, информаци бюллетенě тата буклет кăларма  палăртнă.

Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр вулавăшра.



31 января 2012
15:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter