Тăвай районĕ: анлă лару иртнĕ

Ĕнер ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен район администрацийĕн пуçлăхĕ çумĕнчи Канашĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Лару председателĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев январь уйăхĕнчи ĕçе-хĕле пĕтĕмлетнĕ. Юрий Егорович çывăх вăхăтра Киччĕри клуба, Тăрмăшри культура çуртĕнчи спортзала юсама пуçламаллине, Çĕнĕ Пуянкассинчи фельдшерпа акушер пунктне уçмашкăн йĕркелемеллине палăртнă. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене пур ялта та граждансен пухăвне ирттерме, шывпа тивĕçтернĕшĕн тата çÿп-çап турттарса тухнăшăн тарифсем çирĕплетсе хăварма, пурнăçри ытти ыйтусене сÿтсе явма хушнă. Агропромышленноç комплексĕнче çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленме пуçламалла, сĕтпе аш туса илессине ÿстерессипе план тăрăх ĕçлемелле, предприятисен налук парăмĕсене татма мерăсем йышăнмалла, çĕр пайĕсене йĕркелесе çитерессипе ĕçе вăйлатмалла. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче ялсенчи çÿп-çапа илсе тухассине тивĕçтермелле, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансемпе тĕл пулусем йĕркелесе хваттерсене газпа харпăр хăй ăшăтмалла тăвас ыйтупа тимлемелле, ресурссемпе тивĕçтерекен организацисем умĕнчи парăмсене вăхăтра татмалла. Вĕрентÿ ĕçĕнче оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕн уйăхлăхне ирттерессипе кал-кал ĕçлемелле. Февралĕн 1-мĕшĕнчен шкул çулне çитмен ачасен тата хушма вĕрентÿ учрежденийĕсенче, культурăра ĕçлекенсен ĕç укçине 15 процент ÿстерме палăртнă. РФ Президенчĕн суйлавне хатĕрленсе суйлав участокĕсемпе участокри суйлав комиссийĕсене йĕркелесе çитерессипе организациллĕ мероприятисем туса ирттермеллине кăтартса панă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ учрежденисемпе организацисен пуçлăхĕсене “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыркăмăллăх марафона, февралĕн 4-мĕшĕнче В.Г.Васильев асăну кубокĕшĕн уçă волейбол турнирне, февралĕн 12-мĕшĕнче “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ–2012” ятпа Пĕтĕм Раççейри йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хастар хутшăнма чĕнсе каланă.
(О.ЛОМОНОСОВ)


31 января 2012
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter