Чăваш Ен Пуçлăхĕ ветерансене республикăри общество пурнăçне хутшăннăшăн тав тунă

Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Наци библиотекинче Ватăсен кунне халалласа иртернĕ савăнăçлă тĕл пулăва хутшăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламланă май, XXI ĕмĕрти çамрăк ăрăва вĕсем ăс парса çитĕнтернине палăртнă. Паян республикăра ветерансем валли ятарлă медицина учрежденийĕсем пур. Вĕсене 6 пин ытла ватă çӳрет. «Сире пурсăра та Турă çирĕп сывлăх патăр,  телей, мăнукăрсем савăнтара пурăнччĕр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Аслă ăру çыннисен пурнăçне лайăхлатасси – Раççейпе Чăваш Енĕн патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ. Хальхи вăхăтра республикăри çулланнă граждансен 80% ытла социаллă пулăшу мелĕсемпе усă курать. Республика бюджетĕнчен кăна 2012 çулта çак тĕллевсемпе 1,786 млрд тенкĕ уйăрнă. «Чăваш  Республикин ĕç ветеранĕ» ята илмелли стаж вăхăтне пĕчĕклетес енĕпе ĕçлетпĕр. Паянхи кун тĕлне стажшăн çак ята 18000 гражданина панă, çулталăк вĕçлениччен вĕсен пĕтĕмĕшле йышĕ 22000 çынпа танлашĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе тимлĕ тăрăшатпăр. Республикăра 2010 çултанпа 4562 çынна çурт-йĕрпе тивĕçтернĕ, çав шутра 2012 çулта – 758 гражданина. Ветерансем пĕр тĕл пулнă самантра, хăйсене кăсăклантаракн ыйтусене те хускатнă.  Михаил Игнатьев хамăрăн ветерансене тата пенсионерсене чун çамрăклăхне упрама вăй-хал суннă. Куллен кăсăклантаракан ыйтусене кĕске  вăхăтра татса пама шантарса хăварнă.



01 октября 2012
16:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter