Кун йĕркинче - актуаллă ыйтусем

Паян, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Шупашкар хулинче 2012-мĕш çулчченхи сывлăх сыхлавĕнчи объекчĕсен аталанăвĕ çинчен тĕплĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă. Çул-йĕр фончĕн маларах палăртса хунă ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен Чăваш Республикин вице-премьерĕ – транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский каласа кăтартнă. Министр  пĕлтернĕ тăрăх çул-йĕр хуçалăхне уйăрнă укçапа туллин тата вăхăтра усă кураççĕ. Çав–çавах хăш-пĕр уйрăм районсенче  аукционсем ирттересспе кăлтăксем пулкаланине палăртса хăванă. Михаил Игнатьев çул-йĕр строительствине уйăрнă укçа-тенкĕпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курмалли çинчен асăрхаттарса хăварнă. «Строительсво организацийĕсенчен çирĕп ыйтмалла, вăхăтĕнчех тĕрĕслесе тăмалла. Бюджетран уйăрнă укçапа пĕтĕмпех халăх валли усă курмалла. Стройка ĕçĕсенче технологисене пăхăнса пурнăçлама кирлине», - тепĕр хутчен аса илтерсе хăварнă республика Пуçлăхĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕсем еплерех ĕçлени çинчен Чăваш Республикин вăй-хал культурипе спорт, туризм министрĕ Сергей  Мельников чарăнса тăнă. Спорт крмплексĕсене халăх йышлăн çӳрени çинчен палăртса хăварнă. ФСКпе спорт шкулĕсене пĕрлештерни те самай пысăк витĕм кӳнине каланă. Куллен çӳрекенсен йышĕ курăмлăнах ӳссе пынине те палăртнă. Ытларах ку енĕпе пуян опытлă республикăри хăш-пĕр районсене аса илсе хăварнă. Вĕсем шутĕнче: Çĕрпӳ, Элĕк,  Шупашкар, Пăрачкав районĕсем тата Улатăр, Канаш хулисем. Çав шутрах спорт шкулĕсенче вĕрентӳ тренировкисене кирлĕ пек йĕркелесе ирттерменнисене те палăртнă. Вĕсем: Улатăр, Йĕпреç, Çĕмĕрле районĕсем тата Çĕмĕрле хули пулнине асăннă. Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă массăлла спорта тата ачасемпе çамрăксен спортне аталантарассине тĕпе хумаллине тепĕр хут çирĕплетнĕ  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕнчери спортăн пуласлăхĕ пулас ăруран та нумай килет. Спорт объекчĕсем усăсăр лармалла мар, вĕсемпе туллин усă курмаллине пухăннисем умĕнче çирĕппĕн палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Пĕчĕк тупăшлă çемьесенчен спорта çӳркенсене кăштах та пулин çăмăллăх парса пулăшас ыйтăва та пăхса тухма сĕнсе хăварнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, республика Пуçлăхĕ Шупашкар ертӳçисене Чăваш Ен тĕп хулинче А.Г.Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан паркра  планетари тума май килнин ыйтăвне тишкерме хушса хăварнă. 



01 октября 2012
14:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter