Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Питĕ начар йĕрке тăватпăр çĕр хутшăнăвĕсен тытăмĕнче халлĕхе»

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе анлă лару ирттернĕ. Чм малтанах Михаил Игнатьев  ĕçе тытăниччен Раççей Патшалăх Канашĕн Президиумĕн ларăвĕнче пăхса тухнă çĕрпе çыхăннă ыйтусем çинче чарăнса тăнă. «2010-мĕш çулта Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырура çĕрсемпе пĕлсе, тĕрĕс кирлĕ пек регистрацилесси çине тимлĕх уйăрнă пулнă. Анчах, паянхи кун та хăш-пĕр çĕрпе усă курас текенсем, харпăрхăй çине куçарнă пурлăха хаклăран та хаклă хакпа сутса ярассишĕн çеç пурăнать. Тĕллевлĕ усă курас текенсем сахал», - палăртнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Çакна май, çĕрсемпе çыхăннă ыйтусемпе питĕ ансат ĕçленине палăртнă. Умра йĕркене кĕртсе çитермелли ыйтусем самаях. Юлашки çулсенче Чăваш Республикин Правительстви ял хуçалăх валли уйăрнă çĕрсене çурт-йĕрсем хăпартса лартма тесе - самаях куçарнă. Анчах та, хăйсем çине яваплăх илнĕ строительство енĕпе  ĕçлекенсем - 10% çеç çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курать, ытти 90% хаклăрах кахпа сутаса ярассишĕн тăрăшать. Палăртнă ыйтăва Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсем, çивĕч саккуна пăхăнса тĕрĕслесе пыраççĕ. Çурт-йĕрсем валли уйăрнă çĕрсемпе вăхăтра усă курмасан, республика хăй çине илсе нумай ачаллă çемьесене парса тивĕçтерме, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма, пĕчĕк бюджетлă хваттерсем тума палăртать. Çурт-йĕрпе финанс тĕлĕшĕнчен  çыхăннă ыйтусем тавра  Чăваш Республикин строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов калаçнă. Ларура Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Чăваш Ен территорийĕнче ăнсăртран инкек сиксе тухсан вăхăтра чĕнмелли пĕрлĕх «112» номерне çирĕплетекен йышăнăва  ырланă. «Йышăннă документăн сехет пек пĕр чарăнмасăр ĕçлемелле. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – çынсене инкекрен çăлса хăварасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, çĕнĕ Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн Патшалăх  комитечĕн Председательне Вениамин Петрова çĕнĕ ĕçре ĕçлеме ăнăçусем суннă. Сывлăх сыхлавĕнче пулса иртекен çăнĕлĕхсем çинче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова паллаштарнă. Михаил Игнатьев Патшалăхăн шăл юсакан поликлиникăсене пурне те пĕр структурăна кĕртме, ыйтăва пăхса тухма Чăваш Республикин  сывлăх министăре  сĕнӳ панă. Тин ун чухне пуçлăхсен шучĕ чакĕ, ытларах шăл сиплекен врачсем пулĕç. Чăваш Республикинче тӳлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас йĕркене те çирĕплетнĕ. Хут çинче яка çырни пек пурнăçра пулса пырсан, паллах пуриншĕн те кăммăллă пулнине палăртса каланă Михаил Игнатьев документа хатĕрленĕ юстици министăрне Надежда Прокопьевăна. Ларура кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



10 октября 2012
17:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter