Чăваш Ен Пуçлăхĕ: «Эпир хăш-пĕр чухне обществăра тăрăшакансем çук тесе ӳпкелешетпĕр. Вĕсем пур. Вĕсене хăйсен ĕçĕсенене кăтартма условисем туса памалла»

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин экономикин технологипе модернизаци аталанăвĕн Канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ. Канашлура тĕрлĕ ыйтусем сӳтсе явма тӳр килнĕ: пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталанма тĕрлĕ формăсене пăхса тухнă, çавăн пекех ВТО условийĕсенче кластерла атлантарма май парассине тишкернĕ. Канашлăва уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев XXI-мĕш ĕмĕрте çĕнĕлле аталанса пыни - экономикăра тĕп çул-йĕрсенчен пĕри шутланса тăнине палăртнă. Кун йĕркине кĕртнă ыйтусем тĕрлĕ енлĕ пулнине палăртса хăварнă респрублика Пуçлăхĕ. Вĕсем: чи малтанах производствăна модернизацилессипе, çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртессипе, çĕнĕ йышши таварсем туса илессипе çыхăннă ыйтусем пулнă. Вĕсене пула, тивĕçлĕ ĕç укçисемпе пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç. «Çĕнĕлле аталанаса пырас тесен, паллах пысăк квалификациллĕ кадăрсемсĕр ĕçлеме çук. Паян пирĕн тĕрлĕ экономика отраслĕн специалисчĕсене лайăх вĕрентсе кăларма тăрăшмалла. Пирĕншĕн Чăваш Енре çуралса ӳснĕ, ют çĕр-шывсенче пурăнакансем, республикăра ĕçлени питĕ вырăнлă. Вĕсем ют çĕр-шыв капиталĕсене явăçтарса çĕнĕ производствăсем уçаççĕ», - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Муниципалитет пуçлăхĕсене Россотрудничество Федерацин агенствипе тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнсе хăварнă. Пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕн çул-йĕрĕпе Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илĕвĕн министрĕ  Алексей Табаков паллаштарнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çулталăк пуçланнăранпа 57 пин ытла пĕчĕк тата вăтам предприниматель субъекчĕ шутланса тăрать. Вĕсем пурнăçлакан производствăн калăпăшĕ те çулран çул вйлансах пырать. Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма тĕрлĕ майсем тусах тăраççĕ, патшалăх пулăшнине кура, ĕç кăтартăвĕсем те чуна çĕклеççĕ. Ку хутĕнче те канашлура çĕрпе çыхăннă ыйтусене çивĕч пăхса тухнă. Хăш-пĕр кăлтăксем çинче витĕмлĕн чарăнса тăнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Антей сервис» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Советникĕ Владимир Иванов çамрăксен предпринимательстви çине ытларах тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Канашлура тĕрлĕ вĕрентӳ, предприятисен ертӳçисене сăмах панă. Вĕсен ĕçĕсемпе паллашнă. Хăшĕсене кирлĕ пек хушусем те парса хăварнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май,  республика ертӳçисен пĕр позици – малти вырăнта пĕтĕмпех çынсемшĕн тăрăшасси тăрать. Тепре чухне халăхра кирлĕ пек çынсем çук тесе нăйкăшатпăр. Вĕсем пур, çителĕклĕ таранах, анчах пирĕн вăхăтра вĕсене ура çине тăма пулăшма кирлине палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.



11 октября 2012
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter