Елчĕк районĕ: эпир лартнă йывăçсем

Эпир, журналистсем, экологи уйăхлăхне хутшăнса ĕçлекенсем çинчен район хаçачĕн страницисенче тĕплĕн çутатнипе пĕрлех çак ĕçе хамăр та хастар хутшăнатпăр. Малтан редакци территорийĕнчи пахчана тирпей-илем кĕртрĕмĕр, хăрнă тата ытлашши ỹсекен йывăçсене касрăмăр. Тепĕр кунхинех унта çывăхри вăрмантан кỹрсе килнĕ çĕнĕ йывăç хунавĕсене лартса хăвартăмăр. Кунта çитĕнекен яштака хурăнсем малашне иртен-çỹренсене хăйĕн илемĕпе савăнтарасса шанатпăр. Çак кунсенчех кунта çимĕç паракан йывăçсем - жимолость, барбарис лартса хăварма палăртатпăр.



11 октября 2012
09:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter