Çĕр çаплах калаçтарать

ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кун йĕркинчи ыйтуран мар, юлашки вăхăтра нумай калаçтаракан çивĕч темăран, çĕр хутшăнăвĕсен ыйтăвĕнчен, пуçларĕ. Çакă ытлари кун РФ Патшалăх Канашĕн Президиумĕн ларăвĕнче шăпах çĕр пирки çивĕч калаçу пулнипе сăлтавланчĕ ĕнтĕ.

- Ку енĕпе эпир хăш-пĕр ĕçе пурнăçларăмăр, - терĕ Михаил Васильевич. - Рынокра тÿрĕ кăмăллисем пур - вĕсем экономикăна çĕклеме пулăшаççĕ. Тÿрĕ марри те чылай: вĕсем çĕрсене туяннă та çав лаптăксене хаклăрахпа сутас тĕллевпе кĕтеççĕ. Çĕр ыйтăвĕсем пĕтĕмпех муниципалитетсен аллинче. Çĕршĕн тÿлекен налуксем 100 проценчĕпех муниципалитетсен бюджетне кĕреççĕ. Çийĕнчен - аренда тÿлевĕсем. Кунта бюджета пуянлатмалли çăл куç çителĕклĕ. Патшалăх Канашĕн Президиумĕн ларăвĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин коррупципе çыхăннă пулăмсем çĕр хутшăнăвĕсене аталантарма чăрмантарнине палăртрĕ. Чăваш Ен Правительстви юлашки çулсенче ял хуçалăх тĕллевĕллĕ 709 гектар çĕре ытти тĕллев валли куçарнă - тĕп хулара, ун çывăхĕнче, райцентрсен таврашĕнче. Çав çĕрсен 10% çинче кăна строительство ĕçĕсем пыраççĕ, 90% - кĕтеççĕ. Вĕсене çĕр илме никам та ирĕксĕрлемен, вĕсем хăйсем çине илнĕ тивĕçсене пурнăçлама тупа туса шантарнă...

Республика Пуçлăхĕ çĕр лаптăкĕсене валеçес енĕпе тивĕçлĕ йĕрке туманшăн унчченхи влаçсене те ÿпкелесе илчĕ. Çавна май Михаил Игнатьев хайхи лаптăксене каялла илмелли пирки татсах каларĕ: «Туртса илмĕпĕр - туянăпăр. Анчах - вĕсем ыйтакан хаксемпе мар». Çĕр лаптăкĕсем нумай ачаллă çемьесене тивĕçтерме, предпринимательлĕхе аталантарма кирлĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту вара патшалăхăн граждан служащийĕсене ĕçленĕ çулсене кура пенси илмелли право памалли условисене улăштарассипе çыхăннă саккун проекчĕ пулчĕ. Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - халĕччен асăннă çынсен пенсине класс чинне шута илмесĕр палăртнă - 105 çын пенси илет. Малашне вара хайхи класс чинне те шута илесшĕн - асăннă çăмăллăхпа усă куракансен шучĕ те ÿсет. Тÿрлетÿсене ырларĕç.

Республикăн вăрман хуçалăхне 2012-2020 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ программăпа çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Юшин паллаштарчĕ. Чăваш Енре вăрмансем 632 пин гектар, республика территорийĕн 32%, йышăнаççĕ. Анчах вĕсемпе усă курасси тивĕçлĕ шайра тееймĕн - вăрманпа çыхăннă ĕç-хĕл промышленноç производствин 2,2% кăна танлашать. Çивĕч ыйтусен ретĕнче Евгений Васильевич вăрман йĕркелĕвĕ çуккине, вăрман касассипе çыхăннă ĕçсене çуллен кирлĕ чухлĕ пурнăçлайманнине, çуннă вăрмансем 6 пин ытла гектар йышăннине, чирлĕ лаптăксем пуррине асăнчĕ. Касмалли лаптăксем пыма йывăр вырăнсенче вырнаçни те, çулсем çукки те, вăрман техники кивелни те - пысăк чăрмавсем. Çавна май программăна пурнăçлама пысăк укçа хывмалла - 1,7 млрд тенкĕ ытла. Ăна пурнăçлани 21-мĕш çул тĕлне вăрмансене упраса хăварса вĕсем экономика аталанăвне хывакан тÿпене самай пысăклатма пулăшмалла. Ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ юлашки вунă çул хушшинче «эпир вăрмансене сыхламалли çинчен маннине» палăртрĕ - çак çитменлĕхе пĕтермелле.

Полномочиллĕ организацисене ЧР ĕç тăвакан влаç органĕсен администраци çурчĕн /«Б» блок/ строительстви тата Правительство çурчĕн юсавпа реставраци ĕçĕсем валли илнĕ кредитсемпе çыхăннă тăкаксене саплаштарма бюджетран субсиди парас ыйту тавлаштармарĕ - укçа уйăрмалли йĕркене çирĕплетрĕç. Сăмах май, хайхи «Б» блока çитес çул Республика кунĕ тĕлне туса пĕтересшĕн.

- Шупашкарти строительство материалĕсен заводне энерги енĕпе тухăçлă материалсем кăларма илнĕ кредитсен проценчĕсене саплаштарма укçа парасси вара ыйтусем çуратрĕ. Михаил Игнатьев çак пулăшăвăн уссипе кăсăкланчĕ. Строительство министрĕ Владимир Громов завод çĕнĕ йышши кирпĕч /вăл хальхинчен чылай çăмăлрах, «ăшăрах» пулмалла/ стена хулăнăшне чакарма май панине кура çурт-йĕр хакĕ те чакассине шантарчĕ те - хурав тивĕçтерчĕ пулас.

Красноармейски районĕнче çĕр лаптăкне çурт-йĕр тума парас ыйту тавра та калаçу пулчĕ. Лаптăк виçи - 61 пин м2. Пĕтĕмпех - нумай ачаллă çемьесем валли. 31 çемье çĕрлĕ пулать, çапла майпа районта нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр тума çĕрпе тивĕçтерес ыйту туллин тенĕ пек татăлать. Михаил Васильевич çуртсене хăçан тăвассипе пайăррăн кăсăкланчĕ. Владимир Громов каланă тăрăх - виçĕ çул хушшинче туса пĕтермелле.

Экономкласс шутланакан çурт-йĕр строительстви валли çĕр уйăрмалли йĕркене çирĕплетнĕ чух та ЧР Пуçлăхĕ ĕçсене тăсса яма юраманни пирки асăрхаттарчĕ: «Пĕр çул иртет, иккĕ - нимĕн те тумаççĕ. Хăйсене вунă çуллăха ирĕк панипе тÿрре тухасшăн...» Çавăнпа, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина каланă тăрăх, палăртнă вăхăт иртсен аренда тÿлевне пысăклатма пăхнă, штраф санкцийĕсем те пур.

Çак калаçу çĕр лаптăкĕсене сотовăй операторсен башнисене лартма парас ыйтăва тишкернĕ чух та тăсăлчĕ. Çĕр паратпăр, усси вара? Михаил Игнатьев çапла ыйтни ăнсăртран мар. Чи малтанах потребительсем çыхăну лайăхланнине туйччăр. Тен, çĕр панăшăн сотовăй операторсенчен çыхăну хакне чакарма ыйтмалла? Ку сĕнĕве Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Петр Краснов та ырларĕ: «Чăваш Ен территорийĕнче вышкăсем лартса тултарни питĕ лайăх тееймĕн...» Çавăнпа та сотовăй операторсене тивĕçлĕ утăмсем тума сĕнеççех пуль.

Юлашки вăхăтра медицина учрежденийĕсене çĕнĕлле йĕркелес енĕпе чылай мера йышăннă. Халĕ - черетлĕ утăм. Алла Самойлова вице-премьер Канаш хулин больницине тата çав хулари ачасен больницине пĕрлештересси çинчен пĕлтерчĕ. Çавна май медицина ĕçченĕсен штачĕ пĕчĕкленет, ĕçлекенсен шалăвне пысăклатма май пулĕ. Çĕнĕ Шупашкар хулин стоматологи поликлиникипе ачасен стоматологи поликлиникине те пĕрлештереççĕ. Михаил Игнатьев тĕп хулара тунă çакнашкал йышăну пуçлăхсен йышне чакарса врачсен шутне пысăклатма май панине палăртрĕ. Çав вăхăтрах малалла кайма май пуррипе те кăсăкланчĕ: тен, вĕсене республика шайĕнчех пĕрлештермелле? Сăмах илекенсем хальлĕхе хуласен шайĕнче чарăнма сĕнчĕç.

Ытти ыйту пирки Правительствăн маларах тунă йышăнăвĕсене хăш-пĕр улшăну кĕртессипе çыхăннă вак-тĕвек теме те юрать. Çапах пĕр саманта, автомобилистсене пырса тивекеннине, палăртсах хăварасшăн. Çулсем çинчи фотофиксаци приборĕсен шучĕ ÿсет - çак ĕç валли бюджетран укçа уйăрассине татса пачĕç. Вице-премьер - транспорт министрĕ Михаил Янковский пĕлтернĕ тăрăх - тата 19 прибор туянасшăн, 17,1 млн тенкĕ кирлĕ. Çакă çулсем çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерме пулăшасси иккĕлентермест.

  Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
11 октября 2012
09:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter