Тăвай районĕ: цифрăсенче – çынсен пурнăçĕпе шăпи

Районта кăçалхи 9 уйăхра 64 арçын ача тата 72 хĕрача çуралнă – пурĕ 136 ача çут тĕнчене килнĕ. Пĕлтĕр ку тапхăрта 124 ача пуçласа кун çути курнă. Кăçал çуралнисенчен 52-шĕ – çемьери пĕрремĕш ача, 55-шĕ – иккĕмĕш, 23-шĕ – виççĕмĕш ача. 4 çемьере тăваттăмĕш, икĕ çемьере пиллĕкмĕш ача хушăннă. Вĕсенчен чылайăшне Павел тата Виктория ятсем хунă, ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисем валли ытларах çак ятсене суйласа илнĕ.
65 мăшăра çемьеллĕ пурнăç йĕркеленĕ ятпа ырă сунса саламланă, çав шутран çемье чăмăртанă 112 çамрăка – пĕрремĕш хут. 9 хĕрарăмпа çавăн чухлĕ арçын вара хăйсен шăпине иккĕмĕш хут сыпăнтарнă.
Шел пулин те, пăшăрхантаракан статистикăн та хăйĕн шучĕ пур. Тĕрлĕ сăлтавсене пула 114 арçынпа 85 хĕрарăм пурнăçран уйрăлнă, вĕсем ÿсĕмĕпе вăтамран 62-ре тата 73-ре пулнă. 23 çемье арканнă, вĕсенчен 19-шĕ – суд йышăнăвĕпе, 3-шĕ – мăшăрсем пĕр-пĕринпе килĕшсе, пĕр çемье – упăшкипе арăмĕнчен пĕри заявлени панипе, мăшăрне виçĕ çултан ытлараха айăпласа лартнипе.
2012 çулхи 9 уйăхра район администрацийĕн ЗАГС пайĕ пурĕ 438 гражданла тытăм актне (е иртнĕ çулхи ку тапхăртинчен 31 акт сахалрах) регистрациленĕ: çав шутран çурални çинчен – 136 (пĕлтĕр 124), вилни çинчен – 199 (218), мăшăрланни çинчен – 65 (81), уйрăлни çинчен – 23 (24), ашшĕлĕхне çирĕплетни çинчен – 11 (20), ята улăштарни çинчен – 4 (4).


12 октября 2012
11:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter