Çуркуннехи шыв-шуртан Çĕрпӳ районне сыхлассине тата Шупашкарти шыв хранилищине хăпартмалли шайпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă

Паян, юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шыв хуçалăх комплексĕн аталанăвĕн Информаципе аналитика центрĕн директорĕпе Владимир Дементьевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Сумлă хăна республикăна пĕр кунлăх ĕç визичĕпе килсе çитнĕ. Тĕл пулура Шупашкарти гидроузел строительствине вĕçлеcсин ыйтăвне тишкернĕ, çавăн пекех Шупашкарти шыв хранилищин палăртнă шайне 68 метăра çити хăпартассине, Чăваш Республикинчи çынсене 2009-2020 - мĕш çулсенче таса шывпа тивĕçтерессине - республикăн тĕллевлĕ программи епле пурнăçа кĕрсе пынине пăхса тухнă. Владимир Дементьев тепĕр хут хăй шухăшне çирĕплетсе каланă, паянхи кун пĕтĕм вăя хурса Шупашкарти шыв тытса тăракан хранилищăна туса пĕтересси пирки. «2009-мĕш çулта Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Владимирович Путин çирĕплетнĕ Раççейри шыв стратегийĕ, шыв хуçалăхĕн комплексĕнче тата та пахалăхлăрах пысăк шайра ĕçлеме пулăшать», - тесе палăртнă  Владимир Дементьев. Михаил Игнатьев çак кунсенче Раççей энергетика министрĕ Александр Новак шыв хранилищине палăртнă шая çитерме май паракан проектпа килĕшни çинчен пĕлтернĕ. Проект пурнăçа кĕрес пулсан, шыв-шур вăхăтĕнче палăртнă районта 1070 ытла пурăнакан çынсен пурлăхне упраса хăварма май парĕ. Ĕçе 2013-2014-мĕш çулсенче  пурĕ 237,05 миллион тенкĕлĕх пурнăçлама палăртнă. Калаçу самантĕнче палăртнă ыйтупа пĕр-пĕринпе килĕшсе татăлма май килнĕ. Михаил Игнатьев шыв упрассин тытăмĕнче Владимир Дементьев квалификациллĕ специалист, яланах çынсемшĕн тăрăшса ĕçлекен çын пулнине палăртнă.

 



12 октября 2012
14:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter