Нумай ачаллă çемьесене – çĕр участокĕсем

Ку вăхăт тĕлне çĕр участокĕ илме район администрацийĕнче нумай ачаллă 32 çемьене учета тăратнă. Çĕр участокĕ илме кăмăл тунă çемьесем уйрăмах Енĕш Нăрваш, Тăвай, Йăнтăрчă ялĕсенче нумайрах. Нумай ачаллă тăватă çемье пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкĕ илесшĕн, 28 çемье – харпăр хăй хушма хуçалăхне йĕркелеме.
Паянхи кун тĕлне район администрацийĕ нумай ачаллă çемьесем валли 38 çĕр участокĕ хатĕрлесе хунă. 16 çемьене ăна тÿлевсĕр илме сертификатсем панă.
Тивĕçтернĕ çĕр участокĕсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 2,52 гектарпа танлашать.


12 октября 2012
11:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter