Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Ачасемпе çамрăксен спортне аталантарасси - пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри»

Паянхи кун Чăваш Республикин тĕп хулинче  пĕр харăсах 7500 пине яхăн çын вырнаçмалăх икĕ аренăллă пысăк калăпăшлă проектсенчен пĕри Пăр керменĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Паян, юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăр керменĕн строительство ĕçĕн ыйтăвĕсемпе çыхăннă канашлу ирттернĕ, объектăн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне тишкернĕ. Паллах, ĕçе кӳлĕниччен Михаил Игнатьев керменĕн строительство ĕçĕсемпе тĕплĕн паллашнă. Объект ĕçне икĕ тапхăра пайланă – тренировкăсем ирттермелли каток тепĕр пайĕ 7500 çын лармаллăх вырăнсем тăвасси. Смета тăрăх объекта 1,598 млрд тенкĕлĕх пăхса хăварнă. «Холдинговая компания «Голицын» хупă акционерлă обществăн ертӳçисене ĕçе вăраха тăсмасăр пурнăçлама хушнă. Тренировкăсем ирттермелли катока республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитес çул Космонавтсен кунĕ тĕлне хута яма палăртнă. Строительсем палăртнă вăхăт тĕлне ĕçе вĕçлеме шантарнă. Канашлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн спорт министрĕпе Виталий Муткопа федераци бюджетĕнчен кермене тума  укçа уйăрасси пирки калаçса татăлни çинчен пĕлтернĕ. Хула администрацийĕн ертӳçисене Пăр керменĕ таврашĕнче тĕрлĕ лавккасем, машинăсем лартмалли вырăнсене хатĕрлеме кирлĕ пек инвесторсене явăçтарма сĕннĕ. «Олимпийский» стадион территорийĕнче Спорт Министерствин «Шывра ишессипе 9№-лĕ СДЮСШОР» БОУДОДăн бассейĕнне хăш-пĕр тĕлте рекнструкци тăваççĕ. Бассейăна çулталăк вĕçлениччен хута яма тăрăшаççĕ. Объект ĕçĕсене Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлассипе çыхăннă план мероприятие кĕртме сĕннĕ. «Ачасемпе çамрăксен спортне аталантарасси – пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Канашлура «Олимп«Стадионĕ» ГУПăн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне пăхса тухса кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă. Чăваш Республикин автономиллĕ учрежденийĕсен йышне кĕртсе А. Игнатьев ячĕпе хисепленсе тăракан Чăваш Республикин пĕрлештернĕ комадисене хатĕрлекен спорт центрĕ  тесе палăртма сĕннĕ. Кун пек йышăну тусан паллах, пысăк çитĕнӳсем тăвакан спортсменсене те хатĕрлеме аван тесе килĕшнĕ канашлăва хутшăнакансем. «Малашлăхра стадионра пĕр директор ыттисем пĕтĕмпех тренерсем пулмалла», - тесе хăй шухăшне палăртнă республика Пуçлăхĕ.



12 октября 2012
18:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter