Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн  кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Раççей – сивĕ климатлă çĕр-шыв. Çавна май кунта хресчен ĕçĕ кирек хăçан та çăмăл пулман, çапах çав вăхăтрах ку ĕç чи хисепли шутланнă, вĕт вăл патшалăхăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ çине кăна мар, общество, кашни çемье тата кашни уйрăм çын хăйне мĕнлерех туясси çине те тÿрремĕнех витĕм кÿрет. Чăваш Ен экономикинче агропромышленноç комплексĕ паллă вырăн йышăнать, çавна пулах «АПК аталанăвĕ» приоритетлă наци проектне пурнăçлас енĕпе пирĕн республика чи лайăх регионсенчен пĕри шутланать. Патшалăхăн витĕмлĕ пулăшăвне пула Чăваш Республикин аграри секторĕ, ĕç кăтартăвĕсене çулсерен лайăхлатса пырса, кал-кал аталанать. Сăмахран, юлашки пилĕк çулта Чăваш Енре тыр-пул туса илесси 53,3 процент чухлĕ ÿснĕ, çĕр улми енĕпе ÿсĕм – 22,3 процент, пахча çимĕç енĕпе – 1,9 хут. Республикăри мĕн пур ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсене ĕçченлĕхпе тăрăшулăхшăн тата çак социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн чунтан тав тăватăп. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 100 гектар çĕр пуçне 52,8 тонна сĕт туса илсе Атăлçи федераци округĕнче 1-мĕш, аш-какай туса илес енĕпе вара – ку кăтарту 11,3 тонна – иккĕмĕш вырăна тухнă. 2012 çулта та кал-кал аталану лайăх шайра сыхланса юлать. Кăçалхи 8 уйăх хушшинче аш-какай, сĕт тата çăмарта туса илесси тивĕçлĕн 11,7, 1,1 тата 6, 6 процент чухлĕ ÿснĕ. 2012 çулта республикăн аграри секторне 5,4 миллиард тенкĕ ытла кредит ресурсĕсене явăçтарнă (2011 çул тĕлне ÿсĕм – 25:), çав шутра пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем (килти хушма хуçалăхсем, хресчен фермер хуçалăхĕсем, ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем) 3,3 миллиард тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитсемпе усă курнă, ку кăтарту пĕлтĕрхинчен 42 процент чухлĕ ытларах. Кăçал килти хуçалăхсем усă куракан ресурссен хуçалăхри пĕр çын пуçне тивекен шайĕ 14850 тенкĕпе танлашать, 2006 çулхипе танлаштарсан ку хисеп виçĕ хута яхăн ÿснĕ. Явăçтарнă инвестицисем çĕр ĕçченĕсене çĕнĕ техника туянма, туса илекен продукци калăпăшне ÿстерме май параççĕ. Ял хуçалăх производствин культури ÿссе пыни те савăнтарать. 2013-2015 çулсенчи вăтам вăхăтлăхри малашлăх валли йышăннă бюджет проектĕнче аграри отрасльне патшалăх пулăшу памалли мĕн пур тĕп майсене палăртса хăварнă. Унсăр пуçне, пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене патшалăх пулăшăвĕ памалли çĕнĕ майсем палăртса хунă. Ĕçе пуçăнакан 50 ытла фермера 1,1 миллион тенкĕлĕх грантсем уйăрса панă. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕни пирĕн çĕр ĕçченĕсемшĕн хальхи малта пыракан технологисене ĕçе кĕртме тата туса кăларнă продукцие вырнаçтарма, ял ĕçченĕсем валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, ĕç тухçăлăхне ÿстерме тата çавна май ял ĕçченĕсен ĕç укçине пысăклатма анлă майсем туса парать. Пысăк пахалăхлă, экологи тĕлĕшĕнчен таса, тавар туянакансене хакĕ енчен тивĕçтерекен апат-çимĕç продукчĕсем туса кăларасси конкуренци тупăшăвĕнче çĕнтерме пулăшакан тĕп майсенчен пĕри пулса тăмалла. Чăваш Енри ял хуçалăх таварĕсене туса илекенсем хăйсен умĕнче тăракан тĕллевсене пурнăçласси пирки иккĕленместĕп. Вĕсене пурнăçлама шалти хăватлă резервсем, республикăра пурăнакан кашни çыннăн ырлăхĕшĕн усă курма кирлĕ пысăк вăй-хăват пур. Аграри секторĕн мĕн пур ĕçченне çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнÿсем, тулăх пурнăç тата çемьере ăнăçу сунатăп!

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                                   М.Игнатьев

 



13 октября 2012
13:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter