Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ

Паян, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чи малтанах канашлăва пуçличчен Михаил Игнатьев Софире самбопа Тĕнче шайĕнче ирттернĕ первенствăра чăваш спортсменĕсене Артем Щербаковпа  Эдер Лаврентьевана ылтăн медаль çĕнсе илнĕ ятпа саламланă. Вĕсене Шупашкарти «Четро» самбо шкулĕн тренĕрĕ Сергей Пегасов спортра вăй виçме вĕрентнĕ. Республика Пуçлăхĕ çакă Чăваш Ен историйĕшĕн пысăк çитĕнӳ пулнине палăртнă. Спортсменсене ăнăçлă çĕнтернĕшĕн, вĕсен ашшĕ-амăшне тав тунă.

Тепĕр хыпара – Чăваш Республикинче çурт-йĕр строительствине аталанма хушма пулăшу паракан 114№-лĕ Указа алă пусса çирĕплетнине пĕлтернĕ. Палăртнă Указ çурт-йĕр ыйтăвĕсене, пурнăç условине, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма май парасса шантарать.

Пухăннисемпе 2012-мĕш çулăн юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртнĕ суйлав  малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă. Тĕплĕнрех вĕсемпе Шупашкарти Тĕп суйлав комиссийĕн Председателĕ Александр Цветков паллаштарнă. Хальхи иртнĕ суйлава суйлавçăсен 60% ытларахăшĕ хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçланă. Михаил Игнатьев суйлавçăсене активлă пулнишĕн, суйлав ирттерекенсене эффективлă ĕçленшĕн тав

Раççейре «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравне Чăваш Республикин ял хуçалăх ĕçченĕсем хутшăннин пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тĕплĕн паллаштарнă. Курава Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Анатольевич Медведев хутшăннине пĕлтернĕ.

 2012-мĕш çулăн 9 уйăхри республикăри адреслă инвестици программин пĕтĕмлетĕвĕн ыйтăвĕпе Чăваш Республикин экономика министрĕ Алексей Табаков калаçнă. Вăл каланă тăрăх 2012-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 1- мĕшĕ тĕлне объектсене хёпартас тата реконструкцилес  ĕçе пурнăçлама 2355,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку вăл çулталăк лимичĕн 74,1% танлашать. Михаил Игнатьев уйăрнă укçапа вăхăтра усă курса объектсене кирлĕ пек палăртнă вăхăта хута ямалла чĕнсе каланă.

 Паянхи кун республикăри 416 нуммай хватерлĕ çурта ăшă çитмен. Чăваш Республикин Пуçлăх Михаил Игнатьев  Чăваш Ен строительство министрне тата хăш –пĕр муниципалитет ертӳçисене палăртнă кăлтăксене вăхăтра пĕтерме хушса хăварнă.

 



15 октября 2012
16:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter