Республика Пуçлăхĕ: «Чăваш çĕрĕн ачисем яланах яваплă, ĕçчен те ăслă креактивлă пуласса эпĕ шансах тăратăп»

Паян Чăваш Респукбликин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Юмах тĕнчи» ятлă регионти театр фестивалне хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Çак проект 2007 - мĕш çултанпах сывлăх енчен сусăрланнă ачасен ячĕпе ĕçлет. Проектăн пĕртен-пĕр тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва кăмăл-сипет воспитани енчен тĕнче культурин эткерĕпе пĕрлештересси. Фестивале Раççейри хĕр арăмсен Канашĕ йĕркеленĕ. Кăçал ăна пирĕн çĕр шыври тватă регионта ирттереççĕ: Тула, Рязань, Оренбург облаçĕсенче тата Чăваш Республикинче. Фестивале хутшăнакансем тата хăнасем умĕнче Чăваш Ен Пуçлхĕ Михаил Игнатьев фестивале йĕркелесе ирттерекенсене ырă пуçарушăн тав тунă. Михаил Игнатьев ачасемпе пӳпленĕ май хăйсен ашшĕ-амăшĕcене яланах итлеме сĕннĕ. «Эпĕ шансах тăратăп, çак ачасем питĕ ĕçчен те сăпайлă, ăслă, яваплăха туйма, креактивлă тата умра тăракан йывăрлăхсене çĕнтерме пултарасса», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ «АККОНД» ОАО генеральнăй директорĕ Валерий Иванов кондитер фабрикин ĕç коллективĕ республикăра социаллă тĕлĕшĕнчен ирттерекен мероприятисене хутшăнма яланах хавас пулнине, сăмаха май хăйсен предприятине экскурсине пырса курма чĕнсе хăварнă. «Юмах тĕнчи» проект программин ертӳçи Галина Федосеева республика Пуçлăхне Раççей хĕр арăмĕсен Канашĕн ячĕпе сăпайлă вырăс хĕр ачин статуэткине асăнмалăх парнеленĕ. Михаил Игнатьев Галина Федосеевăна ырă кăмăлпа каялла Чăваш Республикин патшалăх символикĕллĕ сехет парса чысланă. Юлашкинчен ачасене республика Пуçлăхĕ пылак парнесем тивĕçтернĕ. Михаил Игнатьева, «АККОНД» ОАО ĕç колективне фестиваль ертӳçисем чĕререн тав тунă. Шупашкарта туса кăларакан кондитер фабрикин пылак çимĕçĕсем пысăк пахалăхлă пулнине палăртнă. Фестивалĕн программи пĕчĕк куравçăсене Мускаври театрĕн тĕрлĕ юмахĕсемпе паллашма, курма май парать. Программăпа килĕшӳллĕн «Ачасем тата театр» ятлă «çавра сĕтел» те ирттерме палăртнă. Аса илтеретпер 2009-2012- мĕш çулсенче Чăваш республикин пукане театрĕ  Раççейри Культура министерствин Грантне çĕнсе илнĕ пулнă.



16 октября 2012
16:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter