Шăмăршă районĕ: ĕç вĕсенчен хăй хăрать

Шăмăршă ял тăрăхне кĕрекен Канаш паççулкки аякра вырнаçнă. Унта район центрĕнчен çитес тесен 35 километра хыçа хăварма тивет. Тутар Республикин Çĕпрел районĕнчи ялсемпе кÿршĕллĕ вăл. Пысăк мар, пурĕ те 22 хуçалăх кăна кунта. Апла пулсан та пурнăç хăйĕн йĕрĕпех шăвать. Çыннисем ĕçчен те пултаруллă. Вĕсем ĕçсĕр пурăнаймаççĕ, хăйсен телейне, пурнăç тĕллевне ĕçре туптаççĕ. Акă Макаровсенех илер. Вĕсен хастарлăхĕнчен, пуçарулăхĕнчен тĕлĕнмелли, вĕсен ĕçченлĕхĕнчен вĕренмелли кăна юлать. Килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса кун кунлаççĕ вĕсем. Макаровсем – ватăсемпе çамрăксем – пĕр килтех пурăнаççĕ. Володьăпа Надя çемье çавăрсан Николай Анисимовичпа Мария Моисеевнăна ватлăхра хăйсене кăна пăрахса хăварман. Тăван ялтах, çуралнă килтех тĕпленнĕ Володя мăшăрĕпе. Чунпа ял пурнăçне юратакан мăшăр паççулккарах ырă та лайăх иккенне туйнă. Ĕçлемесен, тăрăшмасан – ăçта кайса тĕпленсен те пус çумне пус хушăнманнине ăнланнă. Ялта çуралса ÿснĕ çыншăн чи пĕрремĕш вырăнта тăван кил, атте-анне пулмалла. Чунра вара – кунти çут çанталăк, сывлăш. Çуралнă ялтан, ватăсене хăйсене кăна хăварса каякансем чунсăр, пархатарсăр çынсем мар-и вара; Макаровсем тĕреклĕ хуçалăх тытса пыраççĕ. Ял çынни выльăх-чĕрлĕх йышлă усрасан укçаллă пуласси те паллă ĕнтĕ. Çавăнпах çемье 6 ĕне, 6 вăкăр, 6 çăвăрлакан сысна, кăвакалсем, чăх-чĕп, икĕ вĕлле тытать. Чăн-чăн пĕчĕк ферма кирлĕ çакăн чухлĕ выльăха хупса усрама. Паллах, чĕлхесĕрсене пăхаканĕ, вĕсем валли апатне хатĕрлекенĕ те кирлĕ. Ку енĕпе Макаровсем аптăрамаççĕ. Çу кунĕсенче çырма-çатрара курăк çулса утă хатĕрлеççĕ, уй-хиртен улăм турттараççĕ, тырри-пуллине укçалла туянаççĕ. Макаровсене килте техника пурри те нумай пулăшать. Вĕсен МТЗ, Т-40, икĕ ДТ-75 тракторсем пур. Çакă та укçа-тенкĕн çăл куçĕ. Техника пулăшăвĕ çынсене яланах кирлĕ. Ыйтма пынă çынна нихăçан та итлемесĕр каялла çавăрса ямаççĕ вĕсем. Çынпа çын пурăннине, пĕр-пĕрне ăнланнине тĕнчере нимĕн те çитмест-çке. Надежда Викторовнăпа Владимир Николаевич пĕр ача çитĕнтереççĕ. Надя, медицина пĕлÿллĕскер, ялти çынсене медицина пулăшăвĕ парать, килти тухтăр шутланать. Хăть те хăш вăхăтра та пулăшу ыйтма пыракансене çепĕç чĕлхеллĕ, ырă кăмăллă хĕрарăм хаваспах пулăшать. Пысăк ĕмĕтпе пурăнаççĕ Макаровсем. Вĕсем хăтлă, кермен пек çĕнĕ çурт тума хатĕрленеççĕ. Апла пулсан малашлăхра та Володьăпа Надя тăван тăрăхрах пурăнĕç.



16 октября 2012
11:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter