Тăвай районĕ: эрне мероприятисенчен пуян

Ĕнерхи планеркăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев сасăламалли пĕрлехи кун районта мĕнле иртнин малтанлăх пĕтĕмлетĕвĕсенчен пуçларĕ.
Элпуç тата Тăрмăш ял тăрăхĕсенче хушма суйлавсем пулнă, суйлавçăсем вĕсене хастар хутшăннă (90 процент). Малтанлăх пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Элпуç суйлав округĕнче А.М. Гаврилов (84,44 процент), Тăрмăш суйлав округĕнче Т.А.Семенова (76,14 процент) кандидатсем çĕнтернĕ. Вĕсене иккĕшне те “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕ кандидата тăратнă. Юрий Егорович районти суйлавçăсене пурне те гражданла позицире тăнăшăн тав тунă.
Ку эрне те районта иртекен мероприятисенчен пуян пулĕ. Паян, акă, “Акконд–агро фирма” обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕн никĕсĕ çинче ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине аталантарас ыйтусемпе республика шайĕнчи семинар-канашлу пулать. Унта ял хуçалăх министерствин, республикăри выльăх-чĕрлĕх комплексĕсен, райадминистрацисен управленийĕсен ертÿçисемпе специалисчĕсем хутшăнĕç.
Ыран республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ. Ун вăхăтĕнче республикăри ĕç тăвакан влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче çамрăк çемьесене хваттер условийĕсене лайăхлатма пулăшас, тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе тăракан ыйтусене сÿтсе явĕç. Информаторсем ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулĕç, кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравлĕç. Тĕл пулăва республикăри конкуренци политики тата тарифсем патшалăх службин ертÿçи А.Егорова ертсе пыракан ушкăн килме палăртнă. 13 сехетре райадминистрацире граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркелеççĕ.
Октябрĕн 18-мĕшĕнче райадминистраци çуртĕнче граждансене “Единая Россия” политика партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти обществăлла приемнăйĕн ертÿçи, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Николаев 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен йышăнать.
Планеркăра çавăн пекех çĕртме сухи тăвас, усă курмасăр выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес, район центрĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсас тата ытти ыйтусене хускатнă.


16 октября 2012
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter