Элĕк районĕ: йĕкĕрешсем «вĕçсе» килнĕ

Ĕлĕк-авалах йĕкĕрешсем çуралсан пысăк савăнăç пулнă. Пĕр ача çуралсан та ашшĕ-амăшĕ питĕ хĕпĕртет те, икĕ ача тÿрех çут тĕнчене килсен - иккĕлле савăнăç.

Акă, Тавăтра пурăнакан Дмитрийпе Любовь Саватинсен çемйинче тÿрех икĕ хĕр ача кун çути курнă. Ашшĕ-амăшне Каринăпа Камилла çуралнине ĕнентерекен свидетельствăсем панă. Районти ЗАГС пайĕн ертÿçи Мария Николаева район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе савăнăçлă лару-тăрура çемьене тăваттăмĕш тата пиллĕккĕмĕш «кайăк» вĕçсе килнĕ ятпа ăшшăн саламланă, лайăх воспитани парса ачасене сывлăхлă çитĕнтерме ăнăçу суннă.  «Çемье  – пурнăçра вăй-хал парса тăракан çăл куç пулса тăнине палăртнă. Çавăн пекех телейлĕ ашшĕ-амăшĕпе амăшĕн капиталне илмелли йĕркесем çинчен калаçнă.

Тăван килте пĕчĕк хĕр пĕрчисене ашшĕпе амăшĕ кăна мар, вĕсен аслă пиччĕшĕсем те – Сергей, Максим тата Данил пăхĕç.

 



16 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter