Пирĕн Пăр кермен пулĕ

Юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пăр кермен тăвас тата «Олимпийский» стадион» патшалăх унитари предприятине малалла аталантарас ыйтусемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлу пуçланиччен республика Пуçлăхĕ Шупашкарта Пăр керменĕн строительство лапамĕнче пулнă. Çак объекта тăвассине икĕ тапхăра пайланă: пĕрремĕшĕ - тренировкăсем ирттермелли искусственнăй пăрлă каток тăвасси, иккĕмĕшĕ - Пăр керменĕн 7500 куракан вырнаçмалăх тĕп аренине çĕклесси. Паянхи кун тĕлне объектра тĕп пăр аренинчи тата тренировкăсем ирттермелли лапамри малтанхи ĕçсене тунă. Металл конструкцисене, хÿтĕлекен конструкцисене вырнаçтарнă, тренировкăсем ирттермелли катокра пăр уйĕн айне бетон никĕс хывнă. Тĕп аренăн металл конструкцийĕсене вырнаçтараççĕ. Котельнăйран ăшă трасси хывма пуçланă. Субподряд организацийĕ блокпа модуль котельнăйĕ хатĕрлессине вĕçлесе пырать.

Объектăн сметăпа пăхнă хакĕ 1,598 млрд тенкĕпе танлашать. Ун валли бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен тата республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Бюджет тулашĕнчи çăл куçсенчен 250 млн тенкĕпе усă курнă та ĕнтĕ, 2012 çулта республика бюджетĕнчен 50 млн тенкĕ уйăрнă.

Михаил Игнатьев генеральнăй подряд организацине «Голицын» холдинг компанийĕ» АХОна строительство ĕçĕсене хăвăртлатма чĕнсе каланă. Тренировкăсем ирттермелли катока çитес çулта Космонавтика кунĕ тĕлне хута ямалла, пысăк каток 2013 çулхи раштав уйăхĕн вĕçĕнче ĕçлесе кайĕ. Строительсем объекта палăртнă вăхăтра хута яма пулнă.

Республика Пуçлăхĕ çавăн пекех Раççей Федерацийĕн спорт министрĕпе Виталий Муткопа 2013 çулта федераци бюджетĕнчен Пăр кермене малалла тума укçа уйăрасси çинчен килĕшсе татăлнине пĕлтернĕ. Çавна май республикăн Спорт тата Строительство министерствисене эксперт пĕтĕмлетĕвĕсене çĕнĕрен тĕрĕслеме хушнă - проекта федераци шайĕнче хÿтĕлес тĕлĕшпе малашне йывăрлăхсем ан пулччăр. Шупашкар хула влаçĕсене Пăр кермен çывăхĕнчи территорире автомашинăсем чарăнмалли вырăнсем, лавккасем тумашкăн укçа-тенкĕ уйăрма инвесторсене явăçтарассине пăхса тухма сĕннĕ. Çак тĕллевпе 120 млн тенкĕ яма палăртаççĕ. Кунсăр пуçне, Чăваш Республикин тĕп хулин влаçĕсен Çĕрпÿ тата Николаев урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта çул-йĕр развязкин строительствине пуçлама май туса памалла.

Пăр кермен строительствипе пĕрлех «Олимпийский» стадион территорийĕнче ЧР Спорт министерствин 9-мĕш спорт шкулĕн /шывра ишес енĕпе/ бассейнне /ăна çулталăк вĕçĕнче хута ямалла/ юсаççĕ, ухăран перес енĕпе Олимп хатĕрленĕвĕн регионти центрне тăваççĕ.

Республика Пуçлăхĕ бассейна юсама мĕн чухлĕ укçа каяссине çĕнĕрен палăртма хушнă, çак объектпа çыхăннă ĕçсене Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе - 550, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласа ирттерекен мероприятисен планне кĕртме сĕннĕ.

Канашлура «Олимпийский» стадион патшалăх унитари предприятине малалла аталантарас ыйтăва сÿтсе явнă. ЧР Спорт министерстви «Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командисене спорт енĕпе хатĕрлемелли центр» автономи учрежденийĕ туса хума сĕннĕ. Вăл А.Игнатьев ячĕпе хисепленĕ. Министерство ертÿлĕхĕн шухăшĕпе - çак йышăну спорта аталантармашкăн пысăк ресурс бази йĕркелеме, çавăн пекех республика, Раççей тата тĕнче шайĕсенчи ăмăртусене лайăхрах ирттерме май парĕ.

  А.ГРОМОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
16 октября 2012
09:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter