Элĕк районĕ: йывăç лартрăн – ăна упра

Вĕренÿ учрежденийĕсенче «Йывăç лартрăн – ăна упра» акци ирттересси ырă йăла пулса тăчĕ. Акă кăçал та авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнчен тытăнса юпа уйăхĕн 10-мĕшĕччен мĕн пур вĕренÿ учрежденийĕсенче çакăн пек акци иртрĕ. Вăл 3 енпе пулчĕ: шкулсенче вăрман питомникĕсене йĕркелесси тата вĕсене тытса тăрасси, йывăçсемпе тĕмĕсем лартасси тата «Эпĕ йывăç лартрăм» сочиненисен конкурсĕ.

Акцие Вутлан, Питĕшкасси, Тавăт, Йăлкăш, Чăваш Сурăм, Юнтапа, Шĕмшеш шкулĕсенче вĕренекенсем хастар хутшăннă. Шкул ачисем 3173 йывăçпа тĕмĕ лартнă.

Вутлан шкулĕнчи 7 класра вĕренекен Марина Яковлеван сочиненине чи лайăх ĕç тесе палăртнă. Питĕшкасси шкулĕнче вĕренекенсем пуринчен нумайрах йывăçпа тĕмĕ лартнă.

 



17 октября 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter