Елчĕк районĕ: ырă чунпа, çепĕç сăмахпа

Çĕр çинче пурăнакан кирек епле çын та çутă тĕнчери куна хакланăн туйăнать. Сарă хĕвел ăшшипе киленесшĕн çунакан çынна ырă чунпа, çепĕç сăмахпа хавхалантарас, унăн пурнăçĕ ăннишĕн савăнас килет.

Кашни çыннăн шăпи хăйне евĕрлĕ. Инкек  куçа курăнса килмест теççĕ халăхра. Ку е тепĕр сăлтава пула тухнă сусăрсен шучĕ вара ÿссех пырать. Урамра сусăрсене асăрхасан ăшра шеллесе илетпĕр те çырлахатпăр. Вĕсен кулленхи нуши-терчĕ вара – темĕн чухлех.

Çакна шута илсе районти тĕп библиотекăра 2008 çултанпа куç курманниссен «Шурă туя» клубĕ ĕçлет. Паян, юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче, вĕсем черетлĕ ларăва пуçтарăнчĕç. Хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравсем илчĕç. Ларăва Комсомольскипе Елчĕк районĕнчи куç курманнисен  организацийĕн ертÿçи Г.И.Михайлов ертсе пычĕ.

Вулавăш ĕçченĕсем инвалидсене вулакансем парнеленĕ кĕнекесенчен хатĕрленĕ куравпа, çĕнĕ хаçат-журналсен тишкерĕвĕпе паллаштарчĕç. Çавăн пекех библиотека ĕçченĕсем тата клуб членĕсем хăйсен обществин секретарьне Валентина Васильевна Константинована юбилей ячĕпе саламларĕç. Çепĕç юрăпа, парнепе чысларĕç.

Валентина Васильевна чăннипех те хăй ĕçне парăннă çын. Унăн çепĕç чĕлхи кашни сусăра хавхаланма, темле йывăрлăхран та тухса, пурнăç кустăрмипе малалла утма пулăшать.

Ларуран клуб членĕсем  хавас  кăмăлпа саланчĕç. Хăйсене ытти çынсенчен уйăрманшăн тав турĕç. Çитес занятийе  куç курманнисен кунне халалласа  чÿк уйăхĕн 15- мĕшĕнче  тĕл пулма йышăнчĕç.



18 октября 2012
15:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter