Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар районĕнчи Кӳкеç поселокне ĕçлĕ визитпа çитсе килнĕ. Районта сутăç предприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă,  районти депутатсен Канашĕн анлă ларăвне хутшăннă. Пĕр лавккара темиçе суту-илӳ уйрăмĕ вырнаçтарнă. Республикă Пуçлăхĕ таварсен хакĕпе, пахалăхĕпе тата çынсем еплерех çӳренипе кăсăкланнă. Калăпăр, хаяр шĕвеке сутакан уйрăмра, Михаил Игнатьев хамăр тăрăхра туса кăларакан таварсем пулманнишĕн асăрхаттарса хăварнă. Хыççăн Михаил Игнатьев пĕлтĕр ĕçлĕ визитпа пулнă «Сахарок» ятлă лавккана çитсе килнĕ. Ун чухне калама та çук,  самаях нумай кăлтăксем пулнă. Паян вара, сентресем çинче пĕтĕмпех Чăваш Енре туса кăларакан таварсем куçа илĕртеççĕ. Ял çыннисем валли пур услови те пур. Çакнах ялта пурăнакансем те çирĕплетнĕ. Чувашпотребсоюзăн Ишлей филиалĕн лавккинче сусăрланнă çынсене валли тухса кĕме ятарлă вырăн çителĕксĕр таран хатĕр пулнине палăртнă Михаил Игнатьев. Çула май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Бизнес-центр» таварсен комплексне те çитсе килнĕ. Маларах çак асăннă икĕ хутлă çуртра районти типографи вырнаçнă пулнă. Бизнес-центр ертӳçи Андрей Николаев çурта çĕнĕрен реконструкциленĕ. Паян палăртнă вырăнта кафе, пĕр банкăн хушма офисĕ, парикмахерский вырнаçнă. Палăртнă объектсене пăхса çаврăннă хыççăн, районти депутатсен Пухăвĕн анлă ларăвне хутшăннă. Чи малтанах Пухăва пуçличчен районти сумлă ватăсене Чăваш Республикин Ĕç ветеранĕн удостоверенине парса чысланă тата нуммай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма, хушма хуçалăха аталантарма çĕр уйăрнине çирĕплетекен сертификата панă. Ларура пăхса хăварнă чи пысăк ыйту: районăн социаллă экономика аталанăвĕн 2012 çулăн 9 уйăхри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене тишкересси пулнă. Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Георгий Егоров палăртнă тăрăх, ял хуçалăхĕнчи лару-тăру пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан самай лайăхланнине пĕлтернĕ. Ытти кăтартусене те уйрăммăн илес пулсан - çитĕнӳсем пурине каланă. Ларăва Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина хутшăннă. Çĕрпе çыхăннă ыйтусенче йăнăшсем тунине уйрăммăн палăртса хварнă. Михаил Игнатьев çĕрсемпе асăрхануллă, кирлĕ пек пĕлсе усă ĕçлемеллине палăртнă. «Шупашкар районĕн пуласлăхĕ пур, çине тăрса ĕçлесен пĕтĕмпех хамăр шутланисем пурнăçа кĕрсе пырассине те шансах тăма пулать»,- тенĕ ларăва пĕтĕмлетнĕ май республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



18 октября 2012
18:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter