"Çĕнĕ хулара" асфальт çул хываççĕ

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинче çĕкленекен «çĕнĕ хула» строительствипе паллашрĕ. Чи малтанах унтан автотранспортпа Шупашкар-Çĕнĕ Шупашкар çул çине тухмалли хушма çул хывасси мĕнлерех пынипе кăсăкланчĕ. Вăл - 0,75 çухрăм, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин пĕрремĕш тапхăрĕн пĕрремĕш комплексĕнчи çул-йĕр 3 çухрăма тăсăлĕ. Ăна 2007 çултах тума пуçланă. Часах строительсен сасси илтĕнме пăрахнă. Республикăна ертсе пыма Михаил Игнатьева шансан тин ĕç малалла кайрĕ.

Авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче хушма çул проектне пурнăçлама тытăннă. Раççей Федерацийĕн Регион аталанăвĕн министерствин тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кăçалхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнчи килĕшĕвĕпе ăна тумашкăн кăçал федерацирен - 41,1, республикăран - 49,3, муниципалитетран 12,3 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Мускав хăйĕн умĕнчи тивĕçĕн пысăкрах пайне пурнăçланă: авăнăн 20-мĕшĕнче Чăваш Ене 32,9 млн тенкĕ куçарнă.

Хушма çул хывакан «Чăвашавтодор» АО чÿк уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне асфальт сарса пĕтерме, тротуар тума шантарнă. Ĕçе виçĕ сменăпа йĕркеленĕ, техникăпа çул-йĕр хывмалли технологие пăхăнса усă кураççĕ. Республика Пуçлăхĕ ĕç пахалăхĕпе кăсăкланчĕ, рабочисемпе, общество пуçлăхĕсемпе калаçрĕ.

Юпан 10-мĕшĕ тĕлне объектра 29,3 млн тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Тумалли нумай-ха. Çапах предприяти çула палăртнă вăхăтра хута ярасшăн. Вăл «çĕнĕ хула» умĕнчи çивĕч ыйтăва татса пама пулăшĕ. Пĕрремĕш комплекса Типçырма ялĕ патĕнче автотранспортпа кĕмелле туманран çынсем çавра çÿреççĕ. Хушма çул тата тĕп хулан Хĕвел тухăç кĕтесĕнчи çул-йĕрпе патруль посчĕ тĕлĕнче автоункă ĕçе кĕртсен «çĕнĕ хулара» пурăнакансене те, строительсене те çул çÿреме çăмăлланĕ.

Михаил Игнатьев нумай хутлă пурăнмалли çурт строительствине малалла тăсакан организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. «Монолитстрой» тата «Иско-Ч» обществăсен гендиректорĕсем Алексей Палькинпа Алексей Грищенко кăçал 240 хваттере пурăнмашкăн кĕме хатĕрлесе çитересси çинчен пĕлтерчĕç. 2013 çулта 400 хваттер тумалла. Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсене кашни тăваткал метра - 27,5 пин, патшалăхăн социаллă çăмăллăхĕпе усă курман çынсене икĕ пÿлĕмлĕ хваттершĕн - 30 пин, пĕр пÿлĕмлишĕн 33 пин тенкĕлле сутасшăн. Михаил Васильевич 2012 çулта «çĕнĕ хулара» 20 пин тăваткал метр лаптăклă çурт хатĕр пулассине тепре çирĕплетрĕ.

Республика Пуçлăхĕ строительство лапамĕнчен Шупашкарти «Чăвашавтотранс» патшалăх предприятине çул тытрĕ. Вăл тÿрремĕнех республикăн Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствине пăхăнать, пассажирсене турттарассипе нумай çул ĕçлет. Социаллă çăмăллăхпа усă куракан категори ыйтăвĕсене те тивĕçтерет. «Чăвашавтотрансăн» тытăмĕнче 9 филиал. Предприяти харпăрлăхĕнче 625 автобус. Вĕсем куллен 473 маршрутпа рейса тухаççĕ. 2011 çула тăкакпа вĕçленĕ, кăçалхи 9 уйăхра 519 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Социаллă маршрутсемпе пассажирсене турттаракан автотранспорт тăкакĕн пĕр пайне саплаштарма Чăваш Ен хыснинчен кăçал 86,4 млн тенкĕ уйăрнă.

Предприятие Правительство пулăшать. Анчах унăн тăкакĕ пысăк, çавăнпа хăйĕн умĕнчи çивĕч ыйтусене татса параймасть. Сăмахран, автотранспортăн çурри ытла кивĕ. Куллен маршрутпа кăлармалла тесе тытса тăраççĕ. Республика Пуçлăхĕ ытти чăрмава пĕтерес тĕлĕшпе тумалли ĕçсене тишкерчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 октября 2012
09:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter