Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин çул-йĕр хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн саламлатăп!

Эсир çулсемпе кĕперсем проектлатăр тата тăватăр, вĕсене кирек мĕнле çанталăкра та тивĕçлĕ шайра тытса тăратăр. Сирĕн ĕçĕр пахалăхĕнчен вуншар пин водительпе пассажирăн, çуран çÿрекенĕн кулленхи, кашни сехетри хăрушсăрлăхĕ кăна мар, вĕсен кăмăл-туйăмĕ мĕнлерех пуласси те килет. Чăваш Ен тытса тăракан нумай юплĕ çул-йĕр инфратытăмĕн тăршшĕ 6205 çухрăмпа танлашать, çав шута çавăн пекех 324 кĕперпе çул урлă хывнă кĕпер кĕрет. Хытă сийлĕ автоçулсен йышлăлăхĕпе пирĕн республика Раççей Федерацийĕнче 4-мĕш вырăнта тăрать, юпленекен çул-йĕр тытăмĕ пурри унăн социаллă пурнăçĕпе экономики аталанăвĕшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Республикин Çул-йĕр фондне туса хунăранпа çул-йĕр валли уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ икĕ хут пысăкланнă, 2012 çулта ку хисеп – 2 миллиард тенке яхăн. 2013 çулхи бюджет проектĕнче ăна тата 22,5 процент ÿстерме палăртнă. Чăваш Ен витĕр иртекен федераци çул-йĕр тытăмĕ те анлăланать. Ăна юсаса çĕнетме, юсама тата тытса тăма кăçал федераци бюджетĕнчен 5,86 миллиард тенкĕ уйăрма палăртса хăварнă. Çитес çулсенче трассăсене автомашинăсем вĕсем тăрăх икĕ ярăмпа çÿремелле тума, халăх пурăнакан вырăнсенчи çулсене çутăпа туллин тивĕçтерме тĕллев лартнă. Уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшне ÿстерни çĕнĕ çулсем тăвас, хула округĕсенчи çуртсен картишĕсене тирпей-илем кĕртес тата вĕсен патне пыма çулсем хывас, техникăна çĕнетес, çул-йĕр хуçалăх ĕçченĕсен ĕç укçине ÿстерес ыйтусене комплекслăн татса пама май парать. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕсем пурте тĕп тĕллеве – республика çулĕсем çинчи çул çÿрев хăтлăхне тата хăрушсăрлăхне ÿстерессине – пурнăçлама пулăшаççĕ. Халиччен те чылай ĕç тунă, çапах та пирĕн сирĕнпе тата нумай тумалла. Пысăк шайри ăсталăх, çĕнĕ технологисене ăнăçлăн алла илни тата пултаруллă пулни Чăваш Ен çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсене палăртнă плансене пурнăçа кĕртме пулăшасса шанса тăратăп. Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, Чăваш Ен тата унта пурăнакан кашни çын ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçĕрте çитĕнÿсем сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                             М.Игнатьев

 



19 октября 2012
11:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter