Тăвай районĕ: “Аль” спорткомплекс ĕçе тытăнчĕ

Çак эрнере Тăвайри “Аль” физкультурăпа спорт комплекс ĕçлеме пуçларĕ. Вăл халăха тĕрлĕ услугăсем парать. Кунта бассейнра шыва кĕме, сĕтел çи теннисла выляма, вăйăсен залне, фитнес-зала, саунăна çÿреме пулать. Услугăсем пурте тÿлевлĕ (вăрçă участникĕсемпе инвалидсене тата шкул ачисене уйăрса панă вăхăтсăр пуçне). Çавăн пекех уйăхлăх абонемент туянма пулать. Организацисемпе предприятисенчен коллективлă заявкăсем те йышăнаççĕ. ФСК 8 сехетрен пуçласа 21 сехет те 30 минутчен ĕçлет. Прейскурантпа район хаçатĕнчи 107-мĕш номерти 4-мĕш страницинче тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.


19 октября 2012
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter