Михаил Игнатьев: «Пирĕн предприятисем тĕнче шайĕнчи Siemens и ABB копанисемпе пĕр тан çирĕппĕн ăмăртаççĕ»

Паян  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «НПО «ДЕОСТ» ООО генеральнăй директорĕпе Евгений Паклинпа тĕл пулнă. Палăртнă предприяти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене комплекслă медицина хатĕрĕсемпе тивĕçтерессипе тата проектсем тăвассипе тимлет.  Унăн представительствисем Федерацийĕн 30 субъектĕнче вырнаçнă. Калаçăва хускатнă май, Евгений Паклин Чăваш Енре пĕрремĕш хут пулнине палăртнă. Республикăри хăш-пĕр предприятисене çитсе вĕсен ертӳçисемпе курнăçса калаçнă. Тĕл пулу самантĕнче Евгений Паклин предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă, малашнехи тĕллевĕсем çинче чарăнса тăнă. Калаçура «НПО «ДЕОСТ» ООО Чăваш Енре производство вырăнĕсем уçасси çинчен те пӳпленĕ. Республика Пуçлăхĕ пур ытăва та татса пама кирлĕ пек калаçса татăлма май пуррине шантарнă.  Тĕплĕнрех



19 октября 2012
17:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter