Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти ТОСăн председателĕсемпе тĕл пулнă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли территорийĕн представителĕсемпе тĕл пулнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енре ТОС йĕркелесе янăранпа шăпах 5 çул çитнине палăртнă. Çавна май пухăннисене паллă кунпа саламланă, ТОС хула пурнăçĕнчи нуммай ытăва татса пама пулăшнине палăртса хăварнă. «Пирĕн пурин те пĕр тĕллев – пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн трăшасси», - тесе хăй шухăшне палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ хула тата пĕтĕмĕшле Чăваш Ен аталанăвĕн çул-йĕрĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Хула влаçĕсене суту-илӳре курăмлă конкуренци йĕркелеме кирлине чĕнсе каланă. Паянхи кун тĕлне социаллă витĕмлĕ таварсен хакĕ ПФО танлаштарсан самай пĕчĕккине палăртнă. «Раççейĕпе илсен те кăтарту чи лайăххи: таварсене пахалăхĕ енчен  илес пулсан пысăк шайра тăнине пĕлтернĕ. Çак кăтарту - обществăпа влаç пĕр пек килĕшсе ĕçленипе пулса пырать», - тенĕ.  Паян пирĕн пĕрле килĕшсе, çынсен прависене хӳтĕлеме тăрăшмалла. Вĕсенчен тăрăхлама памалла мар. Республикăра пур социаллă обязательстăсем те туллин пурнăçланса пыраççĕ. Вĕĕсен шутĕнче: бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçине ӳстересси, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăхĕн пулăшу пайĕсене тӳлесе пырасси тата ытти те. Кăçалхи çул республикăри шкулсене, ача сачĕсене тума, тавралăха тирпей-илем кĕртесси çине пурĕ миллиарда яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă.  Çитес çулта 101 çуртсен таврашĕсенче юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттерме палăртса хунă. Ку та анчах мар: 71 ача-пăчана вылямалли вырăн, 61 çурта тата 27 шкула тĕпрен юсав ĕçĕсем туса ирттерме палăртнă. Çак ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсен, республикăри демографи ыйтăвĕ тата та лайăхланса кайĕ. «Паян, эпир хулара пĕчĕк пепкеллĕ çамрăк мăшăрсене  куратпăр. Вĕсен шучĕ çулран-çул ӳссех пырать. Апла пулин те республикăра пурнăç условийĕ лайăх.  Çынсен шухăш-кăмăлĕ куç кĕретех ырă еннелле улшăнса пыни савăнтарать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пуçтарăннă тĕл пулура ТОС председателĕсем хулара пурăнакансене кăсăклантаракан ыйтусене Чăваш Республикин Пуçлăхне какласа кăтартнă. Республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, çынсен пурнăç условине лайăхлатассипе нуммай ырă ĕç тунине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе каланă. Халăхсен ячĕпе тав тунă. Михаил Игнатьев юлашкинчен хаваслă лару-тăрура ТОС председателĕсене ĕçре пысăк çитĕнӳсем тунăшăн  наградăсем парса чысланă. Хăшĕсене вара хăйсен инициативĕпе ырă ĕçсем тума пултарнишĕн, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх символикĕллĕ сехете парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех 



19 октября 2012
19:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter